Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

текен (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑхӑт кун хыҫҫӑн кун «ҫӑмхаланӑ» май ӑшра «лӗпӗш хурчӗн ҫӑвӑрӗ те йӑшӑлтатма» пуҫларӗ: ҫуни-ҫунми тӗлкӗшнипех, чӗлтӗр-чӗлтӗр «шӑкӑртатса юхнипех» юлташӑмсен кӑмӑл картне лараймӑп, вӗсен ӑшӑ, ыр сунӑмлӑ куҫӗсене хам ҫине ҫавӑраймӑп — епле те пулсан хатара та сехре хӑппине таптаса хӑварса манӑн пӗрре ялтӑрт! ялтлатса, чанк! чанклатса илмеллех (ун чухне ҫитӗннисем хушшинче анлӑн, халлӑн сарӑлнӑ «хӑрушлӑха пӑхмасӑр тунӑ ӗҫ — теветкеллӗх — пархатарлӑ» текен каларӑша ӑша хывма мар, хӑлхана кӗртме те ӗлкӗрейменччӗ-ха)!

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫӗршывра ҫӗнетӳ текен тапхӑр пуҫлансан, вӑтам вӑйпа пурӑнакан Ургалкинсем пурнӑҫ хӗснипе килти ӗнине (ӑна усрама, чӑнах, тӑкӑнса тӑракан вӑй-халах кирлӗ ҫав) сутнӑ та качака туяннӑ (ку килти выльӑх ӗнтӗ ал-урана пурантарсах, салтаймиех кӑрӑн ҫыхмасть).

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Сыпкалама юратать», — текен сас-хура та ҫӳрет ҫак сиплевҫӗ тӗлӗшпе.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Атте калашле, паян пурте «суя — ҫур пурнӑҫ» текен саккунпа пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Лутра Павӑл текен те пур.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫапӑҫусем ытларах Невская Дубровка текен вырӑнта хӗрӳ асар-писерленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Анчах ӑна пӗтерме май килмерӗ: раштав уйӑхӗн 27-мӗш — 28-мӗш числисенче ҫӗрле пире тревогӑпа ҫӗклерӗҫ те Лисий Нос текен форта илсе ҫитерчӗҫ, Балтика экипажӗн составне кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ӗҫе вӗҫлес текен хастарсем ялта тата пур.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех ун пит-куҫӗнче «вӑй-халу ҫук-тӑк, кун пек йывӑр ӗҫе кӳленмелле те пулман» текен шухӑш уҫҫӑнах «вуланчӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, кучӗ-пуҫӗпех хӑй хуйхи-суйхине путнӑскер, ахаль те «илем» текен ӑнлавран чухӑнскер, ҫакна пачах курмарӗ, курасшӑн та пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫе те вӗсем час-часах «хуркаласа», хӗрӗнкӗ пыркалама пуҫларӗҫ, пуҫ миминчи шухӑшлакан клеткӑсене алкоголь текен наркӑмӑш вӗлернипе йӗркеллӗ, тивӗҫлӗн, пикенчӗклӗ (ҫӗнӗлӗх ҫулӗсене шырасси пирки калаҫма та кирлӗ мар ӗнтӗ) ӗҫлейми те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак журнал ӗҫченӗсем ытларах интернет урлӑ вулакансене пуҫтараҫҫӗ, мӗншӗн тесен «Ҫамрӑк ӑру хаҫат-журнал вуламасть» текен стереотип пирӗн пуҫсенче тӗпленнӗҫем тӗпленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

«Тӗнче каштине пӗччен йӑтаймӑн» текен чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Апла пулин те, пирӗн ҫавах «пӗрлӗхре — вӑй» текен каларӑша манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

«Хаябуса-2» миссийӗ вӑхӑтӗнче тупнӑ материалсенче «пребиотикӑлла органика» текен япаласем пур.

Материалы, добытые в ходе миссии «Хаябуса-2», содержат так называемую «пребиотическую органику».

Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html

Ҫавӑнпа фабрикӑна туянас текен тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсен фабрикине сутнӑ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 5 с.

Ирпе вара Вӑрмар ялӗ тӑрӑх «МТСа ҫаратнӑ» текен хыпар сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех