Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗрисем ҫавна чӗре варрине илмеҫҫӗ те, пӗр-пӗр синкерлӗ кун вӗсен пуҫӗ ҫине тавӑру сехмечӗ татӑлса анать.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пурӑна киле Сулагаев пуҫӗ ҫине те ҫавнашкал инкек татӑлса анчӗ: вырӑнтан вырӑна куҫса икӗ-виҫӗ шкула ҫитрӗ, пӗр ҫул кӳршӗ районта та ӗҫлесе пӑхрӗ, унта та тӗпленсе вырнаҫаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ӗҫленипе алӑ татӑлса ӳкмест», — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Сасартӑк сан ҫумӑнтах пӗр пӑван е мӗнле те пулин шӑна нӑй-й! вӗҫсе иртет те, эсӗ кӗтмен ҫӗртенех пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑн, унтан сан патна каллех малтанхи шухӑшсем, пӗр кӗске самантлӑха татӑлса кайнӑскерсем, хӑвӑрт ҫаврӑнса килеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Эпӗ акӑ чӑн-чӑн юратӑва хисеплеме пӗлмерӗм те ҫӗр ҫине ҫӳллӗ тӳперен пӗр-пӗччен татӑлса антӑм, пӗрреллӗ хисепри вӑйсӑр ҫын пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович пуҫ ҫине кӗтмен инкек татӑлса ансан ахальтен-им ашшӗ-амӑшӗн ҫӗршывне таврӑнма шутларӗ?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Караҫӑм, ӑҫтан татӑлса антӑн? — халь-халь ыталаса илес пек аллисене саркаларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче вӑл, Ҫӗпӗрте пӗр хулара АН-2 самолетпа вӗҫнӗ чух, тайгара пушар пуррипе ҫуккине сӑнама хӑпарсан самолечӗ-мӗнӗпех шурлӑха татӑлса аннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Телей тени пуҫ ҫине нихҫан та хӑй тӗллӗн татӑлса анмасть, уншӑн кӗрешмелле, ҫине тӑмалла, ҫавна ӳлӗмрен кашни утӑмрах асра тытӑп, кашни самантрах.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аркаш ҫинчен калаҫу пуҫлансан хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке хӗр хулпуҫҫийӗ ҫине арман чулӗ татӑлса анчӗ тейӗн — вӑл пӗчӗкленнӗ пек, имшерленнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Август нихӑш ҫулхинчен те йӗпе килчӗ: пӗр татӑлса, пӗр сыпӑнса кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ой, Раман, пирӗн ума ӑҫтан татӑлса антӑн эсӗ паян?

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ман пуҫ ҫине ӑҫтан татӑлса антӑн эс паян? —

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пур ҫӗр ҫинче ырӑ чӗреллӗ ӑслӑ ҫынсем — кирек кам пуҫӗ ҫине те кӗтмен инкек татӑлса анма пултарнине ӑнланакан чӑн-чӑн ҫынсем!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Сентябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче Илюш пуҫӗ ҫине пысӑк хуйхӑ татӑлса анчӗ — унӑн ҫитмӗлтен иртнӗ амӑшӗ вилсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Манӑн пуҫ ҫине те кӗтменни, шухӑшламанни татӑлса анчӗ — урпа кӗҫ-вӗҫ склада кӗрсе пӗтес чухне киле кайма хатӗрленнӗ вӑхӑтра эпӗ кам тата ӑҫтан ҫырнине кӑтартман тӗлӗнмеллерех ҫыру илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Ӑҫтан татӑлса анчӗ вӑл пирӗн тӗле?

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗрлӗрех хӑмӑр ҫӳҫне тирпейлӗн пуҫтарса тутӑр ҫыхнӑ, вӑрӑм аркӑллӑ тӗксӗмрех кӗпе тӑхӑннӑ — ун ҫине хуйхӑ татӑлса анни пӗрре пӑхсах паллӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чӗр тавара сутакансен тата ӑна туянакансен вара пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса хаксене йӗркелесе пыма кирлех…

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Тен, эсир тӗрӗс те калатӑр пулӗ: кайӑкхур картинчен татӑлса антӑм пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех