Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тасатнӑ (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн кукамӑшӗ ачана таса кипкепе чӗркесе амӑшӗ ҫумне вырттарнӑ, хӑй сӑпка илме тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

ППШ автоматлӑ салтакӑн бронза кӗлеткине илсе пенӗ, пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑра пуҫтарнӑ, Геллертшӑн пынӑ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ 146 салтакӑн ячӗсене мрамор хӑма ҫинчен тӗплӗн тасатнӑ.

Бронзовая фигура солдата с ППШ убрана, пятиконечная звезда снята, имена всех 146 погибших в сражении за Геллерт старательно стёрты с мраморной стелы -

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

1945 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнче нимӗҫ фашисчӗсенчен Будапешта тасатнӑ.

13 февраля 1945 года был освобождён Будапешт.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Юнлӑ питне вӑл юрпа ҫуса тасатнӑ.

Окровавленное лицо он уже вытер снегом.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрача Ваҫука пусӑ патне ҫавӑтса пынӑ, валашкари ӑшӑ шывпа ун кӗпине ҫуса тасатнӑ.

Деловито подвела к колодцу и принялась застирывать выпачканную рубаху.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи малтанах вӗсем пӗвен шахти патне пыма чӑрмантаракан йывӑҫсене касса тирпейленӗ, ӳссе кайнӑ курӑка ҫулнӑ, унтан шахтӑна, пӑрӑхсене юшкӑнран тасатнӑ, юсаса ҫӗнӗрен бетонланӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Урай хӑми шӑтӑк-шатӑк, ҫапах та ӑна кусарпа хырса ҫуса тасатнӑ, кирӗк пӗрчи кураймӑн!

Половицы ходят ходуном, гнилые, ветхие, но выскоблены до яичной желтизны, на полу ни соринки.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни утӑмрах пӗшкӗне-пӗшкӗне аттине сурчӑкпа тасатнӑ, ҫисе ларнӑ чухне сӗтел айӗнче шӑллӗ ури ҫине пуснӑ…

То и дело нагибался и, поплевав на палец, счищал с сапог несуществующую грязь, сядут обедать — он сапогом норовит достать ногу братишки…

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кусарпа хыра-хыра тасатнӑ сӗтел ҫинче сӗтеле ҫурри таранах йышӑнса чара чашӑк ларать.

На начщиенном столе стоит чаша, занимающая половину стола.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр пукана аллипе шӑлса тасатнӑ пек турӗ те унта лармарӗ, кӗпи аркине хыҫалтан кӑшт ҫӗкленӗ пек туса шалти ҫатан кутник ҫине кайса ларчӗ.

Девушка обмахнула чурбак рукой, но не села на него, а прошла внутрь сарая и блаженно опустилась на плетеные нары.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашнинех амӑшӗ тыта-тыта пӑхнӑ, курланкинчен тасатнӑ, пӗрер пӗрчӗн суйланӑ…

И каждый орех держала в руках мать, очищала и складывала один к одному…

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр ана ҫинче чакаланнӑ, ҫум курӑкне тасатнӑ, чулсене аяккалла йӑтнӑ…

Пропадал в поле днем и ночью, полол сорняки, рыхлил землю, оттаскивал камни.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑна вӑл тунӑ ӑс-тӑнпа: Аскӑнлӑхне шӑлса тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Виҫӗ ялта пӗвесене юшкӑнран тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html

Капӑр сӑн кӗртиччен тӗпне анса тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Йывӑҫсене вут-кӑвартан сыхласа хӑварас тӗллевпе кӑҫал 45 километр тӑршшӗ минполоса чӗрсе тухнӑ, малтан тунисене 90 километр ҫинче тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни хунав пысӑк тимлӗх ыйтать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d0% ... %82%d1%8c/

Ҫуртапа хӑйӑ ҫутинче унӑн тӳпеттейсӗр шакла пуҫӗ кӗлпе тасатнӑ йӗс тирӗк пек ҫуталса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ ӳкӗте кӗмест, вара Чураппа сӑпайлӑн тирпейленсе тӑрса тата пырне тасатнӑ пек ӳсӗркелесе ҫинҫе сасӑпа юрласа ярать:

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗпӗре шуррисенчен тӗппипех тасатнӑ

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ҫумӑр ҫӑвасса кӗтсех ку тарана ҫитертӗмӗр ака сухине, — терӗ татах старик, суха калакне йытпыршинчен тасатнӑ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех