Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Лайӑхрах шӑлса тасат, Ференц, лайӑхрах тасат, — вӗрентет Хома, — силлесе тасат.— Перетри, перетри хорошенько, Ференц, — поучает Хома, — да еще и перетруси.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
24. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 25. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: ҫылӑх парни кӳрес йӗрке акӑ ҫакӑ: ҫылӑх парнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене пусакан вырӑнта, Ҫӳлхуҫа умӗнче, пусас пулать; ку вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 26. ӑна ҫылӑх парни кӳрекен священник ҫимелле; ӑна сӑваплӑ ҫӗрте, пуху чатӑрӗн картишӗнче, ҫисе ямалла; 27. ҫак парне ашӗ ҫумне кирек мӗн сӗртӗнсессӗн те, вӑл тасалӑх тивлечӗ илӗ; унӑн юнӗ тумтир ҫине сирпӗннӗ пулсассӑн, сирпӗннине сӑваплӑ ҫӗрте ҫуса тасат; 28. ӑна пӗҫернӗ тӑм савӑта ҫӗмӗрес пулать; ӑна пӑхӑр савӑтра пӗҫернӗ пулсассӑн, савӑтне тасатас пулать, унтан шывпа ҫӑвас пулать; 29. ӑна священник йӑхӗнчи пур арҫын та ҫиме пултарать: вӑл — [Ҫӳлхуҫанӑн] аслӑ сӑваплӑ япали; 30. анчах ҫылӑх парнийӗн юнне пуху чатӑрне сӑваплӑ вырӑнта тасатмашкӑн илсе кӗнӗ пулсассӑн, ҫав парнене ҫиме юрамасть; ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр; 37. парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Моисей Аарона каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ пек, парне вырӑнӗ патне пыр, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнӳне тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнӳне кӳр, хӑвна та, халӑха та тасат, халӑх ячӗпе парне кӳр, вӗсене тасат, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тасат чунна.
52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Вӗрсе тасат вӑрмана вун икӗ ҫухрӑм, кӗрешме.— Подуй и очисти лес на двенадцать километров, чтобы было где бороться.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
— Тӑхӑр ҫухрӑм вӗрсе тасат ҫакӑ вӑрмана.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
— Виҫҫӗ ҫухрӑм вӗрсе тасат кӗрешме.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Тасат ӑш-чиккӳне, пур лайӑх ҫынсен чун-чӗри пек, хамӑр пурнӑҫ пек таса пултӑр вӑл.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
— Халех фермӑна кай та витери пӳлӗмсене тепӗр хут тасат, — ҫирӗппӗн хушрӗ инкене Марина.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Шыраса вӑхӑта ирттерме те кирлӗ мар, ӗҫ улӑштармалла — пыр та ил, ӗҫлесе пӗтертӗн — тархасшӑн, тасат та вырӑна тирпейлесе хур.
6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ҫын куриччен кӗпӳ-йӗммӳсене тасат!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Чӗрӳнте мӗн те пулин таса марри юлнӑ пулсан, ӑна та тасат.
Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Шлакпа тусан сывлӑшне ҫулталӑк сывланӑ хыҫҫӑн уҫӑлтар ӳпкене, тасат кислородпа!
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Пӳрнесем юнлансан ҫуса тасат, эмел курӑкӗсемпе ҫыхса яр.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Уру-аллуна хускатичен эсӗ сывлӑшна тасат.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Мӗнех вара ӑна пӗҫересси: пырши-пакартине кӑларса ывӑт та лайӑхрах ҫуса тасат, — текелерӗ Эльгеев.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ай-уй, Павел Микулайччӑ, сан сӑмсу шӑршламалли табакпа симӗсленнӗ-ҫке — ҫуса тасат хӑвӑртрах! — кӑкшӑмпа шыв йӑтса килчӗ няня.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унка сӑтӑрса тасат.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.