Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тарӑхнӑскер (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсене каялла килекен Ефим Чернявкин, вӗсем кулнипе вӑтаннӑскер, тарӑхнӑскер, хирӗҫ пулчӗ.

Толпу встретил Ефим Чернявкин, смущенный и озлобленный смехом женщин.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫиленнӗскер тата кунӗпе ҫӳренипе тарӑхнӑскер, вӑл хӑй ӑшӗнче питех те килӗшӳсӗр картинӑна курчӗ: утӑ ҫулакансем, авӑ, Татьянӑна хупӑрласа илнӗ, Татьяна тӑрать, сӑмах калать, Хворостянкина тем-тем каласа ылханать, питӗ кӳрентермелле сӑмахсемпе вӑрҫать — Хворостянкин ҫакӑн ҫинчен шутласа пынипе, тӳсеймесӗр, мӑшӑлтатса илчӗ те кучера хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ:

Злой и встревоженный, он рисовал в своем воображении неприятную картину: вот косари окружили Татьяну, а она стоит и произносит речь, клянет на чем свет стоит Хворостянкина, ругает такими обидными словами, что он, думая об этом, засопел и схватил рукой кучера за плечо:

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑрттӑнлӑха тупнипе хавхаланнӑскер тата шӑллӑм пытансах ӑҫтиҫук айван ачасен ухмахла вӑййипе манран вӑрттӑн аппаланнӑшӑн тарӑхнӑскер, эпӗ лӗпӗше ҫунаттинчен ҫавӑрса тытрӑм та ҫурмалла хуҫрӑм, унтан ҫил кӑлтӑрмачисене урайне пӑрахса йӑлтах таптаса ватрӑм.

Упоенный раскрытием тайны и возмущенный тем, что он, скрываясь от меня, украдкой отдавался этой забаве дурных детей, я протянул руку, схватил крыло бабочки, сломал его, сбросил на пол и растоптал ветряные колеса.

Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.

Пурӗ те пӗрин ҫинчен — уретникпе ҫыхланса хӑйсене хӳтӗлеме хӑтланни ун никама пӑхӑнман кӑмӑлне пӑлхатса янӑ та, вӑл ӗнтӗ, тарӑхнӑскер, мана ҫавӑншӑн каҫарма пултараймасть, тесе шутласси ҫех юлнӑ.

Оставалось думать только, что Олеся не хочет мне простить моего, так возмутившего ее независимую натуру, покровительства в деле с урядником.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех