Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫулӗ кунтан ик еннелле те ҫӗр-ҫӗр аллӑ хӑлаҫ курӑнать, сасартӑк тапӑнма меллӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна тӗрлӗ енчен те пырса тапӑнма хӑтланаҫҫӗ ӗҫесшӗн ҫунакан колхозниксем.Колхозники, охочие на выпивку, пытаются надавить на него с разных сторон.
Ӗҫ паттӑрӗ // М. Андр.. «Капкӑн», 1935, 2№, 6 с.
— Вӑл ҫӳлти лагерьти ачасен пуҫлӑхӗ иккен, тен, вӗсем пирӗн ачасем ҫине тапӑнма шут тытнӑ»…
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ворошиловран хӑйӗнчен пуҫласа мӗнпур боецсем таран, ҫине-ҫинех вирлӗреххӗн тапӑнма тытӑннӑ мамонтовецсене ҫапа-ҫапа аркатса пынӑ хушӑрах, пурте кӗпер патӗнче ӗҫсем мӗнле пынине асӑрхаса сӑнаса тӑнӑ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Тӑшман пирӗн ҫине кӗтмен ҫӗртен килсе тапӑнма пултараймӗ…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вара вӑл командир ҫине хулӑм сасӑпала хӑюллӑраххӑн тапӑнма пикенет.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— А эсӗ мӗн ман кӗсъене кӗрсе каятӑн? — тапӑнма пуҫларӑм эпӗ.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах эпӗ министр пулнӑ пулсан, вӗсем ҫине нихҫан та тапӑнма хушман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ҫар искусствине ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем тӑнлӑскерсем, асӑрханса ӗҫлеҫҫӗ, ялан пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑван ҫӗршывне нимрен ытла хисеплесе юратаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӗсем ҫапла шутланӑ: эпӗ, хамӑн ӑс-хакӑл паллисем пуррипе тата ҫак чӗрчунсен кӑлтӑкӗсене аван пӗлнипе, вӗсем мана эпӗ ехусене ҫак ҫӗршывӑн вӑрманлӑ пайне илӗртсе кайма, вара каҫхи вӑхӑтсенче ехусен ушкӑнӗсемпе гуигнгнмсем ҫине тапӑнма, вӗсен килӗсенчи чӗрчунсене туртса илме пултаратӑп тесе шутланӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эсир кайри урӑрсем ҫинче ҫирӗп тӑма пултараймастӑр; сирӗн урӑрсенчи чӗрнесем нимӗн тума та юрӑхсӑр, эсир вӗсемпе хӳтӗленме те, тӑшман ҫине тапӑнма та пултараймастӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Судьяна лартиччен адвокатсем судсенче сӑмах тухса каласа, ултавлӑха хӳтӗлеме, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсма, ҫынсен тӗрӗслӗхӗ ҫине тапӑнма вӗренеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Темиҫе чӗрчунӗ йывӑҫ тӑррине хӑпарса ман ҫине ҫӳлтен тапӑнма шутларӗҫ.Несколько животных взобралось на дерево и готовилось напасть на меня сверху.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫав ыйтусене хирӗҫ эпӗ: Европӑра пирӗн упӑтесем ҫук; пирӗн пата кӑтартма урӑх ҫӗршывсенчен илсе пыраҫҫӗ, вӗсем пит пӗчӗк те, ҫавӑнпа мана тапӑнма шутласан, эпӗ вӗсене дюжинне те ним вырӑнне хурас ҫук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хаяр ҫӑткӑн чӗрчуна курсан, унтан хӑрасан — вӑл ӑна чӑнах та тапӑнма пани пулать, тенине эпӗ пайтах илтнӗ тата хам ҫӳревсенче те сӑнаса курнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
6. Ту-Этем пире хирӗҫ тӑшманлӑ Блефуску утравӗпе вӑрҫас вӑрҫӑра пирӗн союзник пулма, хальхи вӑхӑтра пире тапӑнма хатӗрленекен тӑшман флотне мӗнпур вӑйпа ҫӗмӗрсе тӑкма сӑмах парать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Нихӑш енчен те, тылран та ниепле те пырса тапӑнма май ҫук ҫав тери пысӑк япала ҫинчен шутланӑ чух, — тенӗ Наполеон, — чӗтӗремесӗр тӳсме ҫук, хӑй вӑл сирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнса пырать, ҫӗнтерсен пӗтӗмпех хупласа илет е вилӗмпе хурлӑх ӑшне, пӑрсем хушшине чакса ҫухалать, ӳтне ҫӗртен уйӑрса илсен ҫеҫ пӑвса вӗлерме май пур пек юмахри Антей ҫавӑ мар-ши вӑл?
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
«Пӗр вӑхӑтрах икӗ енӗпе хӑваласа пынипе Наполеона питӗ пысӑк сиен кӳме шутлатӑп, юлашкинчен, унӑн операциллӗ ҫулӗсем ҫине тапӑнма шухӑшлатӑп, — тесе ҫырнӑ Кутузов Малоярославец патӗнчен.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫак ӗҫре пуринчен ытла Можайскран пыракан артиллери ҫине тапӑнма кирлине асра тытӑр.наиболее иметь в виду сожжение артиллерийских парков, которые к нему от Можайска идут.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Багратион ҫарӗнче йӗрке пӑсӑлнӑ, хӑйсен кавалери корпусӗсене ҫӗнӗрен тапӑнма май парас шутпа французсен арттиллерийӗ флешсен районне тӑнӑ, кавалери ӗнтӗ вырӑс ҫарне аркатса тӑкас ҫапӑҫӑва вӗҫлемелле пулнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Беннигсен засадӑран кӑларса Утица курганӗн уҫӑ сӑрчӗ ҫине тӑратнипе Понятовский ҫине сасартӑк тапӑнма пултарайман Тучков войскисем, Понятовский тӳррӗмӗнех пырса ҫапнине хирӗҫ паттӑрӑн тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.