Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрта (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тапхӑрта ирӗке кӑларнӑ Донбаса гуманитари пулӑшӑвӗ яни те эпир Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫе хамӑрӑн тӳпене хывнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Ҫав тапхӑрта пӗлӗвне татах та ӳстерет, марксизм-ленинизм университетӗнчен вӗренсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта иртрӗ Павӑлпа ун тантӑшӗсен ачалӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫавӑнпа, тусӑмсем, унпа чӑрманса лешсенчен, кивӗлле ӗҫлекенсенчен, юласси те пулма пултарать малтанхи тапхӑрта.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗмӗш тапхӑрта выльӑхсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, кайри урисемпе тӑпрана е ыттине чаваҫҫӗ, хӳрисене тӑратса чупаҫҫӗ, ӳслӗк ерет.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

«2021 ҫулта пӗтӗмпе объектсенче строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ тапхӑрта виҫӗ хутчен инкек пулнӑ тесе шута илнӗ, пӗлтӗрхи ҫул – пиллӗк.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Ҫамрӑк армеецсем, ҫамрӑк ҫул-йер инспекторӗсем, спортсменсем – икӗ тапхӑрта пурӗ 900 ача канмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-BNGaYHsfio

Вӗсем вара организмри веществосен ылмашӑвне йӗркелесе пыма та, ытти тапхӑрта та питӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

Асӑннӑ кунсенчи плансене асӗнче тишкерсе тухрӗ те, ҫамрӑк ӗҫчен вӑл тапхӑрта ӗҫре пулманни йывӑрлӑх кӑларса тӑратманнине ӑнкарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пӑшӑрхантаракан тепӗр пулӑм — шыва кӗмелли тапхӑрта ҫулсерен инкексем пулни, ҫынсем путни.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Хуҫалӑхра пухӑнакан ҫӳп-ҫапа турттарассипе, строительство хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ тата выльӑх каяшӗсене тӑкнӑ саккунсӑр свалкӑсене тупса палӑртассипе, шыва кӗмелли тапхӑрта ҫынсем шыва кӗрекен юхан шывсемпе кӳлӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, общество территорийӗсене комплекслӑ тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кун йӗркинче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Шупашкарти Юрий Карпов ертсе пыракан «Елчӗк ентешлӗхӗ» обществӑлла организаци муниципалитет округӗн администрацийӗпе, территори пайӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени юлашки тапхӑрта самаях палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

Округ администрацийӗн мобилизаци хатӗрленӗвӗн, ятарлӑ программӑсен тата ГОЧС пайӗн специалист-эксперчӗ Светлана Соколова шыва кӗмелли ҫуллахи тапхӑрта халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес темӑпа тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Хӗллехи тапхӑрта ҫурта хӑй тӗллӗн хутса ӑшӑтса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Хыснари укҫа-тенкӗпе лайӑх ӗҫлени кӑҫал пуш уйӑхӗнче бюджета пӑхса тухнӑ чухне тӗп виҫене пысӑклатнипе тата налук тупӑшӗ ҫак тапхӑрта тан мар кӗнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61147

Олег Алексеевич ачасем валли ҫуллахи тапхӑрта та спорт мероприятийӗсем йӗркелемелли, спорт сооруженийӗсемпе туллин усӑ курмалли ҫинчен каларӗ, эппин, тренерсен те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмри социаллӑ ӗҫченсем саккуна пӑснисене пур тапхӑрта та ятарлӑ пулӑшу параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш хут професси кунне палӑртаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60569

Ҫав синкерлӗ тапхӑрта: «Пурӑнмашкӑн пурнӑҫ тулӑх, юрламашкӑн пит аван», — тесе кӑна шӑрантарма юранӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сталин пуҫ пулса пурӑннӑ тапхӑрта ӑна сӑлтавсӑр-мӗнсӗр айӑпланӑ-мӗн, йӑмӑкне Мускаври больницӑна леҫеҫҫӗ, операци тунӑ хыҫҫӑн унӑн сывалас шанчӑкӗ пур, хӗр библиотекарӗн те кӑмӑлӗ тӗпренех улшӑнать: «Сан аҫу пирки эп йӑнӑшнӑ, каҫар мана ҫавӑншӑн», — тет…

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав йывӑр тапхӑрта Ленинград хутлӑхӗнчен Чӑваш Ене эвакуаципе 7 пин ытла ҫын килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех