Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапхӑрта (тĕпĕ: тапхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулин те Напата хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатман, Мероэ хулинче пурӑннӑ тапхӑрта та патшасем унта патшана ларнӑ, кунта вӗсене пытарнӑ.

Однако, Напата определенно оставалась важным центром, цари короновались и погребались в ней даже в периоды, когда они жили в Мероэ.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫак тапхӑрта вӑл упӑшкин тупӑшне кӑтартакан суя справкӑсем тӑратнӑ.

В течение этого времени она представляла ложные справки о доходе своего мужа.

Суя справка тӑратса 3 ҫул ача-пӑча пособийӗ илсе тӑнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36778.html

Ҫакӑ питӗ яваплӑ тапхӑрта — вӑрҫа пула ҫӗршыв ахаль те ҫынсӑр юлнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак тапхӑрта Гронинген хӑварт аталанма пуҫланӑ, ҫӗнӗ хула хӳмисене туса лартнӑ.

В этот период Гронинген активно развивался, были выстроены новые городские стены.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ҫак тапхӑрта ун стенисенчен пысӑк квалификациллӗ пиншер специалист тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Вӗреннӗ вӑхӑтра та, службӑра тӑнӑ чухне те, ӗҫленӗ тапхӑрта та Сергей Иванович спортран уйрӑлман, вӗренӳ учрежденийӗсен, чаҫ чысне тӗрлӗ ӑмӑртусенче хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Ҫак тапхӑрта вун-вун ентеше спортпа туслашма, ҫитӗнӳсем тума хавхалантарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Унӑн хӗҫпӑшал тата ҫар техникин эффективлӑхне ӳстерес енӗпе, аслӑ шкулӑн професси хатӗрлевӗ тата педагогики, йӗрке хуралӗн ӗҫ-хӗлӗ тата уйрӑм тапхӑрта экономика объекчӗсен ҫирӗп ӗҫне тивӗҫтересси тӗлӗшпе компетенцисем анлӑ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш - Обществӑлла Канашра // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/13454-e ... a-kanashra

Ҫак тапхӑрта вӑл сусӑр чылай ҫынна хӳтӗлес, пулӑшас тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑра пӗччен ан туйӑр // Алексей Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%85%d3%9 ... %91%d1%80/

Иккӗмӗш тапхӑрта вара Ваҫкаҫырминчи, Турханти тата Хватукассинчи ҫулсене юсама пӑхса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Пӗрремӗш тапхӑрта ҫак ӗҫсене тума палӑртнӑ:

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

- Районти Туктамӑш ялӗнче вырнаҫнӑ пӗр хуҫалӑхра вилнӗ бройлер чӗпсенчен пробӑсем илнӗ хыҫҫӑн кайӑк грипӗн А типӗн H5 подтипӗн ҫӑлкуҫне тупса палӑртнӑ май, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн июлӗн 18-мӗшӗнчи 296-рг № хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ ялта республикӑри патшалӑх ветеринари службин июлӗн 18-мӗшӗнчи 70 № хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ «Чӑваш Республикинчи Хӗрлӗ Чутай районӗн уйрӑм территорийӗсенче кайӑк грипне пӗтерес тата сарӑлассине пӳлес мероприятисен планне» пурнӑҫланӑ тапхӑрта карантин туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun

Ку тапхӑрта та кайӑк-кӗшӗк туянма, яла илсе кӗме, усрама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun

Ҫак уйрӑма никӗсленипе пӗрлех Сарӑтура музыка класӗсем йӗркеленӗ пулин те, квалификациллӗ педагогсем ҫитменнине пула малтанхи тапхӑрта вӗсенчи вӗренӳ шайӗ пысӑках пулман.

Одновременно с основанием этого отделения в Саратове были организованы музыкальные классы, которые на первых порах не имели успеха из-за недостатка квалифицированных педагогов.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Ҫӗр кӳлепин чикӗсӗр мӑнаҫлӑхне эсир ҫакӑн тӑрӑх та туйса илме пултаратӑр: электричество вӑйӗпе усӑ курма вӗреничченхи тапхӑрта ултӑ континент ҫинче хунарҫӑсен шутсӑр пысӑк ҫарне тытса тӑма тивнӗ — пурӗ тӑват ҫӗр утмӑл икӗ пин те пилӗк ҫӗр вун пӗр ҫын.

Чтобы дать вам понятие о том, как велика Земля, скажу лишь, что, пока не изобрели электричество, на всех шести континентах приходилось держать целую армию фонарщиков — четыреста шестьдесят две тысячи пятьсот одиннадцать человек.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Баобаб йывӑҫҫисене хунава ларнӑ тапхӑрта тӑпӑлтарса пӑрахмасан каярахпа нимле те кӑкласа пӗтерейместӗн.

А если баобаб не распознать вовремя, потом от него уже не избавишься.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пирӗн малтанхи тапхӑрта тавар ҫаврӑнӑшӗ 32 процентпа танлашнӑ.

У нас за предыдущий период рост товарооборота составил 32%.

Путин ҫулталӑк вӗҫнелле Китайпа тавар ҫаврӑнӑшӗ 200 миллиард доллара ҫитессе шанать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3479945

Ҫитменнине тата ҫак тапхӑрта хӑва хулли уйрӑмах пиҫӗ, лайӑх авӑнать, ҫулла турачӗсем ытла хуҫӑк, ҫавӑнпа та вӗсенчен авма питӗ йывӑр, - каласа парать алӑсти.

К тому же в этот период ивовая лоза особенно гибка, а летом ветки слишком ломкие, поэтому плести из них очень сложно, — рассказывает мастер.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Ку тапхӑрта пуҫланӑ ӗҫсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗҫ, йывӑр лару-тӑруран ҫӑмӑллӑнах тухатӑр.

Все дела, которые начнёте в этот период, окончатся успехом, из всех сложных ситуаций с лёгкостью найдёте выход.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уҫнӑ ҫӗре район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов хутшӑннӑ, вӑл ял ҫыннисене историлле асаилӗве перекетлӗ пӑхнӑшӑн тав тунӑ, ҫакӑ уйрӑмах халӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттернӗ тапхӑрта, пӗлтерӗшлӗ.

Участие в церемонии открытия принял заместитель главы районной администрации Алексей Данилов, поблагодаривший жителей деревни за бережное отношение к исторической памяти, что особенно важно сейчас, в период проведения СВО.

Никам та манман, нимӗн те манӑҫман // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... an-3458202

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех