Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уҫӑ чӳречесенчен тӗлӗнмелле пантӑртатупа ҫатӑртату тапса тухать.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ваҫука ҫавӑтрӗ те, пӑру мӑнӑш йытӑ ҫыртасса та пӑхса тӑмарӗ, шутсӑр тарӑхса кайнӑскер, ӑна, ӑрлатма пӑхнӑскерне: «Пшол!» — тесе айккинчен ҫиллессӗн тапса, урамалла вашкӑнса тухрӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пӑлаки аппан, хыткан та пӗчӗк хӗрарӑмӑн, вӑйӗ иксӗлми тапса тӑнипе мухтанмалли ҫук.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пӑлаки аппа интерната ялан пӗр алӑкран кӗрсе ҫухалатчӗ, ӑна уҫнӑ-уҫман тутлӑ шӑршӑ тапса тухатчӗ: е пӑтӑ, е яшка шӑрши.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ваҫук, пӗтӗм вӑй-халне пухса, чӑнкӑ ҫырантан тапса ярса ҫӳлелле сикет, аллисемпе хӑлат евӗр хӑлаҫланса, яр вӗҫсе каять.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ваҫук вӑйӗ ҫитнӗ таран тапса сикет.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Фронтран ҫынсем тапса киличчен савӑнар кӑштах…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Хӑ, кур-ха, — аллинчи кашӑкӗпе тӗллесе кӑтартать аслашшӗ, — пирӗн ачасем тапса тухнӑ-няк…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ку вӑл йӑпӑлтатни те мар-ха, — чӑлтӑр-чалтӑр сирпӗтет хӗлхем таврашне; чылайран тин йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тапса тухать; тӗтӗмӗ хӑй курӑнмасть-ха тӳрех; мӑнукӗ, пуҫа ҫавӑрса яракан йӳҫӗ хӑвата тӳсеймесӗр, аслашшӗн тепӗр енне куҫса ларать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пысӑках мар чӳречесенчен кӗмӗл мӑйракаллӑ уйӑхӑн кӗмӗл ҫути тапса кӗрет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ӑҫтан тапса тухнӑ вӗсем кун чухлех?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Чӗре, тем инкеке сиссе, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса илчӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫав сасса илтсен, Антон Петрович, таҫтан вӑй тупса, ватӑ качака пек тапса сикрӗ те тем вӑхӑтра хӗрсен умне ҫитсе ӳкрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Тӗм патне ҫитсенех вӑл кӗпине, ҫӑмӑл туфлине хывса хучӗ те Атӑл хумӗсем ҫине тапса сикрӗ.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫӗр айӗнчен туллин тапса тӑракан, тавралӑха нӳрӗлӗхпе тата уҫӑ сывлӑшпа пуянлатакан ҫӑл куҫран пӗчӗк юхан шывсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑватлӑ юхан шывсене ҫаврӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Вӗсене хӑваласа ҫитес пек, кӗҫӗн калинкке патне тапса сикрӗм.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ҫимун пӑрланнӑ алӑка шалтан тапса уҫрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Кам ҫӳрет-ши ҫак тӑманра?» — мӑкӑртатса, алӑка тапса уҫрӗ вӑл.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ӑна вӑйпа урапа ҫине ҫӗклесе хучӗҫ те, пар лаша анкарти хыҫӗпе тапса сикрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑрах урипе Мария Тимофеевна ларакан пукана тапса, Марьене ҫӗре ӳкерчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.