Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапса (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан тӳрленсе тӑрса ҫӗлӗкне хыврӗ те, ывӑннипе мар, ытла та хумханнӑран ҫамки ҫине тапса тухнӑ тарне шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлтӗрхи хӑмӑл тӗпӗнчен ҫамрӑк ҫумкурӑк тапса тухни анана ула-чӑлалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн малалла тӑрук тапса сикни ҫӗнтерме пулӑшӗ.

Тогда ваш внезапный рывок вперед приведет вас к победе над обстоятельствами.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑй-хал тапса тӑрать, ку сире харпӑр хутшӑнура тата коммерци ӗҫӗсенче ӑнӑҫу тума пулӑшать.

Духовный потенциал находится на высшем уровне, это обеспечит вам удачу в личных отношениях или успех в коммерческих делах.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Йытӑ, чаплӑ ӑйӑр пек, вырӑнтан тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вырӑн ҫинчен тӑмасӑрах ирӗклӗн карӑнса илтӗм; салтакранах килнӗ «командирски» алӑ сехечӗн йӗпписене куҫпа шыраса та пӗтереймерӗм — шалти пӗтӗм хӑват пружинӑланчӗ, чун сӳ-ӳ-ӳ! сӳлетсе кайрӗ, тапса янӑ мечӗк пек вырӑн ҫинчен сиксе тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Унӑн сӑмсаран та ҫӑвартан юн тапса тухнӑ, кӑштах тайкаланса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑрнӑ йывӑҫ пек тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫамрӑкне кура мар нӑк-нӑк кӑкӑрӗ резина пӳскелле тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унта пирӗн ялти кашни ҫитӗннӗ ҫын, ача пӗлекен ҫӑлкуҫ тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Сулахай ҫырма юппинчи ҫӑлкуҫран тапса тухакан шыв умри тарӑн ҫырмапа малалла васкать…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫак вӑхӑтра Гаврил Романович килсе ҫитрӗ, ҫамка ҫине тапса тухнӑ тарне кӗсьерен кӑларнӑ шурӑ татӑкпа шӑлса илчӗ те: — Тока кам сӳнтерчӗ?! — тесе ыйтрӗ сассине хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир унран рак чирӗнчен хӑранӑн аяккалла тапса сикетӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑй-хал тапса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Иванӑн ҫич ураллӑ шурӑ лаши те ҫакна сисет, ҫавӑнтах малалла тапса сикет Кайсан-кайсан, вӗсем пӗр тимӗрҫӗ лаҫҫи тӗлне пырса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр те магазинран пичӗке пӑкки пек тапса тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Ярса илесшӗн ҫакна Хӗлимун — аллине ҫӗклеме ҫук, тӑрса тапса сирпӗтесшӗн — ури те тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешсем итлемеҫҫӗ, хапха патне ҫитеҫҫӗ те ик еннелле тапса сикеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эх, тачанка!.. — ура тапса, аллине сулласа хуллен юрласа ячӗ Яльчиков.

Куҫарса пулӑш

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аптранӑ енне ури айне лекнӗ ҫавра ывӑс пек пӗрене пуҫне тапса сирпӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лашине йывӑҫран кӑкарса утӑ пачӗ те тӑрантасӑн малти кустӑрмине урипе тапса тӗрӗслерӗ, унтан тин ҫынсем патнелле васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех