Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахӑртнех, вӗсем пуйӑс ҫине лариччен пуҫланнӑ сӑмахах ҫӗнӗрен тапратрӗҫ пулас: — Ҫапла, Нинель Павловна, сирӗнпе килӗшес те килет ман, анчах… — калас тенине вӗҫлемерӗ Исидор Петрович темшӗн.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Курса тӑракансем пушшех вӑйлӑ шавлама тапратрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӗнтӗ хура маска майлисем, халиччен ун ӑраскалӗшӗн ҫунса ларакансем, ал ҫупма тапратрӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ишӗлсе пӗтнӗ каналсемпе плотинӑсене юсама тытӑнчӗҫ тата пит ҫирӗп материалсенчен — цементпа тимӗртен — ҫӗнӗрен каналсем, плотинӑсем тума тапратрӗҫ.
Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Шурлӑхсенчен торф кӑларма тапратрӗҫ.
Хутӑш вӑрмансен зонинче промышленность епле ӳссе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӑл заводсенче халиччен туса курман тӗрлӗ йывӑр машинӑсем тума тапратрӗҫ.На этих заводах впервые стали изготовлять различные сложные машины
Хутӑш вӑрмансен зонинче промышленность епле ӳссе пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вара тапратрӗҫ тит [ҫапӑҫма].
2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.
Кайран тапратрӗҫ кӗрешме.
1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.
Ӑна хупӑрласа илчӗҫ, вӑрҫма тапратрӗҫ.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
«Пирӗнпе пурӑнни килӗшмест пулсан, тух та вӗҫ кунтан, сана никам та вӑйпа тытса тӗмасть!» — тесе тапратрӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Ҫынсем хире темӗн чухлӗ ир тухин те — Укахвипе Хӗветли чылай вырма ӗлкерчӗҫ вӗсем киличчен, ҫан-ҫурӑмӗсем тарпа ҫатӑртатма та тапратрӗҫ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кайрантарах тин поселока шыв хуларан пӑрӑх тӑрӑх пама тапратрӗҫ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Акӑ тата ташлама тапратрӗҫ!..
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Ҫав вӑхӑтра клуба ачасем шакӑлтатса кӗчӗҫ, пукансене шакӑртаттарма тапратрӗҫ.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Вара пурте каялла патька-патша патне таврӑнасси пирки шухӑшлама тапратрӗҫ.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тесе халӑхсем янтратма пуҫларӗҫ, Пурте тӑвалла куҫмашкӑн тапратрӗҫ.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пиллӗкӗшӗ ҫырана йӑлт! та йӑлт! сиксе тухма тапратрӗҫ.
Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.
Пурте харӑсах шавлама, Липӑпа упӑшкине ыталаса чуптума тапратрӗҫ.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Харкашса каясса кӗтсе ларакансем вӗскӗртме тапратрӗҫ:
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вара каллех Анук ҫинчен сӑмах тапратрӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.