Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талкӑшпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай флангра, Утица ялӗ патӗнче Понятовский корпусӗ атакӑлани ҫинчен Тучков, Семеневски флешсем ҫине французсем талкӑшпе атакӑлани ҫинчен Багратион пӗлтернӗ.

Тучков доносил об атаке левого фланга у деревни Утица корпусом Понятовского, Багратион сообщал об общей атаке французов на Семеновские флеши.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Урам талкӑшпе ҫӑра тӗтре йӑсӑрланать, шурӑ сӗмлӗхре автомобильсем сыхланса кӑшкӑрткалаҫҫӗ.

Густой, тяжелый туман наполнял улицы; в седом мраке тревожно перекликались автомобили.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Вӗсен шӑллӑ хысакӗсем тӳпене ҫитиех кармашаҫҫӗ, талкӑшпе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫутӑ йӑлкӑшать.

темная зубчатая вершина, похожая на гребень чиновника, вздымалась к небу, а вокруг разлился мерцающий свет луны.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ.

Аркашка помял кадык, горько махнул рукой, но все же не вытерпел и, садясь на место, показал ярому противнику колхоза, Николаю Ахваткину, что́ с ним будет после сплошной коллективизации: на обкуренный ноготь большого пальца положил другой ноготь и — хруп!

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, талкӑшпе коллективизаци тӑвас тӗлӗшпе парти лартнӑ задачӑсем ҫинчен каласа пачӗ, ыранах чухӑнсемпе актива пуҫтарса, пуху туса ирттерме сӗнчӗ.

Давыдов присел к столу, рассказал о задачах, поставленных партией по проведению двухмесячного похода за сплошную коллективизацию, предложил завтра же провести собрание бедноты и актива.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех