Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

талккишӗсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шуҫӑм килнӗ чухне кӑна, ҫурҫӗр енчен, пӗлӗтсем айӗнчен, хӑйӗн сивӗ ҫунаттисемпе юр талккишӗсене ҫупӑрласа, Мускав ҫилӗ вӗҫсе килсен, вара Гремячий Лог хуторӗнче чӗрӗ пурнӑҫӑн ирхи сассисем янӑраса каяҫҫӗ; лапамсенчи тирексен ҫап-ҫара тураттисем чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ, хутор таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ хир чӑххисем, ҫӗрхута йӗтемсем ҫинче апат шыраса ҫӗр ирттернӗскерсем, пӗрне-пӗри чӗнсе, кӑвиклетме пуҫлаҫҫӗ.

И только на зорьке, когда с севера, из-под тучи, овевая снег холодными крылами, прилетит московский ветер, зазвучат в Гремячем Логу утренние голоса жизни: зашуршат в левадах голые ветви тополей, зачиргикают, перекликаясь, зазимовавшие возле хутора, кормившиеся ночью на гумнах куропатки.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тип ҫырмасене, айлӑмсене, хытхура пусса илнӗ хир талккишӗсене ҫӑра кӑвак сулхӑн юхса тулать.

В балках, на сувалках, по бурьянам пролиты густо-синие тени.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех