Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнма (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каллех киле таврӑнма тивет, аннӳ хушса ячӗ.

— Придется перекочевать обратно домой, мама велела.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Командирша кашкӑр шӑтӑкне анса кайнӑ самантра Катхультри уяв вӗҫленсе пычӗ, шавлӑ хӑнасем картишне сиксе тухрӗҫ те приюта таврӑнма тесе ҫуна ҫине вырнаҫма пуҫларӗҫ.

Как раз в тот момент, когда Командирша рухнула в волчью яму, праздник на хуторе Катхульт подошёл к концу, гости с весёлым гомоном высыпали на двор и стали рассаживаться в санях, чтобы ехать домой, в приют.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пирӗн иксӗмӗрӗн халех таврӑнма тивет, Йоке, — вӗҫлерӗ Тумбочка хӑйӗн сӑмахне.

Так что нам лучше пойти, Йоке, — закончила свой рассказ Тумбочка.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ суту-илӳ тӑвакан ҫав ҫынсенчен пӗринпе те пулин хам тӑван ҫӗршыва таврӑнма май пуласса шансах тӑратӑп.

Я надеюсь, что мне представится случай вернуться с кем-нибудь из них на родину.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Акӑ мӗншӗн эпӗ малтан Лаггнегга кайма, унтан вара Япони урлӑ Европӑна таврӑнма шутларӑм.

Поэтому я решил направиться в Лаггнегг в надежде через Японию вернуться в Европу…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

— Киле таврӑнма мӗн тери аван халӗ!

— Как приятно возвращаться домой!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль вара хӑйӗн киле, Леннибергӑна, таврӑнма вӑхӑт ҫитнине аса илчӗ те, лашине ҫавӑтса картишне тухрӗ.

Но тут Эмиль вспомнил, что ему пора возвращаться домой, в Лённебергу, и поскакал во двор.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Кирек мӗнле уявӑн та вӗҫӗ пулатех ҫав, Катхультра пурӑнакансен те киле таврӑнма вӑхӑт ҫитрӗ.

Да, веселью настал конец, всем обитателям хутора Катхульт пора было возвращаться домой.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл Эмиль ашшӗ ҫине пӑшӑрханса пӑхса лашана каялла ҫавӑрма тепӗр хут Марианнелунд хулине таврӑнма тархасларӗ.

Она с тревогой глядела на папу Эмиля и умоляла его повернуть лошадь и поехать в Марианнелунд.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тухтӑр патне таврӑнма тивет.

Придётся вернуться к доктору.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ императора; ку кимме манӑн телейлӗ ҫӑлтӑрӑм тӑван ҫӗршывӑма таврӑнма пулӑшас тесе янӑ, терӗм.

Я сказал императору, что эту лодку послала мне счастливая звезда, чтобы я смог вернуться на родину.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Мана кам та кам пӗрре курнӑ, ҫавсене пурне те килӗсене часрах таврӑнма хушнӑ.

Он повелел всем, кто уже видел меня, немедленно возвратиться домой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Сирӗн яваплӑхӑр шутне тӗрмере ларакансене тытса усрассипе вӗсен прависене пӑхӑнасси кӑна мар, ҫавӑн пекех йӑнӑш утӑм тунӑ ҫынсене тӗрӗс пурнӑҫ патне таврӑнма пулӑшасси те кӗрет.

В зоне вашей ответственности не только содержание и соблюдение прав заключенных, но и возвращение оступившихся граждан к честной трудовой жизни.

Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/12/news-3800275

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн отраслӗнче ӗҫлекенсене ҫул ҫинче пӗр-пӗрне хисеплеме, юсавлӑ техникӑпа ҫӳреме тата рейссенчен кашнинчех тӗрӗс-тӗкел таврӑнма сунатӑп.

Желаю всем работникам отрасли автомобильного и городского пассажирского транспорта взаимного уважения на дороге, исправной техники и безаварийных рейсов.

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорт ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/10/24/glava-chu ... t-s-dnem-1

Мускавран пырса парасса кӗтнӗ груз — боеприпассем тата раци валли кирлӗ питани — ҫаплах килсе ҫитеймерӗ-ха, тата командовани пире ӗлӗкхи вырӑна халех таврӑнма ирӗк памарӗ.

Ожидаемый из Москвы груз с боеприпасами и питанием для рации все не прибывал, да и командование не разрешало нам пока возвращаться на старое место.

Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Карательсем пушанса юлнӑ Цумански вӑрманӗсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресе йӑлӑхсанах, эпир унта каялла таврӑнма шутлаттӑмӑр.

Как только карателям надоест гулять по опустевшим Цуманским лесам, мы собирались вернуться обратно.

Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Сире хула урамӗсем тӑрӑх майӗпе, асӑрханса ҫӳреме, гестапо ӑҫтине, рейхскомиссариат ӑҫтине пӗлме, вара ҫавӑн пекех шӑппӑн каялла таврӑнма хушса янӑ.

Вас послали, чтобы вы тихо, осторожно прошлись по улицам города, посмотрели, где гестапо, где рейхскомиссариат, и так же тихо вернулись.

Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ҫавсем ҫинчен шухӑшлама Макҫӑм яланах юратнӑ; хӑш чухне, тӑван ҫӗршывне аса илсе, хуйха та ӳкнӗ; анчах Атӑл хӗррине таврӑнма пуҫтарӑнман: мӗн тумалла-ха унӑн унта?

Помечтать о них Максимка всегда любил; иногда и тосковал по родине, но вернуться на Волгу не собирался: что ему там делать?

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Кӑшт тӑрсан каялла таврӑнма шутларӑм.

Решил возвращаться.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ирӗксӗрлесе урӑх ҫӗршыва пурӑнма янӑ ҫынна тӑван ҫӗршывне таврӑнма хӑрушӑ пулнӑ, анчах Мочениго вӑрттӑн чееленсе: хамӑн учителе тӑшмансенчен сыхлама пултарӑп, — тесе шантарнӑ.

Изгнаннику опасно было возвращаться на родину, но Мочениго коварно уверил Бруно, что сумеет защитить своего учителя от врагов.

Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех