Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнчи (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раиси пуҫарӑвӗпе иртнӗ калаҫу вӑхӑтӗнче икӗ ҫӗршыв лидерӗсем Нагорнӑй Карабах таврашӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗр-пӗринпе калаҫнӑ, армянсемпе азербайджансен хутшӑнӑвӗсене нормализацилемелли проблемӑна сӳтсе явнӑ.

Во время разговора, состоявшегося по инициативе Раиси, лидеры двух стран обменялись мнениями о ситуации вокруг Нагорного Карабаха и обсудили проблематику нормализации армяно-азербайджанских отношений.

Путин Иран президенчӗпе телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3455375

Скибӑна Виктор майлашма пӗлекен, наука таврашӗнчи спекулянт тесе шутланӑ; тен, Виктор ҫак доцента юратманни Лизӑна та куҫнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кубер-Педи таврашӗнчи вырӑн та начарланса ҫитнӗ ӗнтӗ — тахҫантанпах ӗнтӗ кунта никам та питӗ хаклӑ чулсем тупни пирки пӗлтермест.

Да и само месторождение в районе Кубер-Педи истощилось – во всяком случае тут давно уже не слышно о крупных драгоценных находках.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫурт таврашӗнчи территори те хӑтлӑ та таса.

Куҫарса пулӑш

Пелепей хулинче тӑлӑх ачасем ҫӗнӗ хваттерлӗ пулнӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/iv-ch-yytu/2023- ... ln-3414252

Радий Хабиров Уфа таврашӗнчи ҫулсен лаптӑкӗсене, ҫавӑн пек комплекссем вырнаҫтарса лартма кирлине палӑртма тата ҫак енӗпе ӗҫлеме хушнӑ.

Радий Хабиров поручил проработать участки дорог вокруг Уфы, где нужна установка таких комплексов.

Пушкӑртстан ҫулӗсем ҫинче виҫегабаритлӑ тӗрӗслевӗн тепӗр ҫичӗ комплексне вырнаҫтарӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ar-3369464

«РФ Президенчӗ Владимир Путин Инди халӑх республикин премьер-министрӗпе Нарендра Модипе телефонпа калаҫнӑ. Владимир Путин «Чандраян-3» Инди космос станцийӗ кӑнтӑр полюсӗ таврашӗнчи уйӑх ҫине ӑнӑҫлӑ анса ларнӑшӑн Нарендра Модине тепӗр хут ӑшшӑн саламланӑ.

«Состоялся телефонный разговор президента РФ Владимира Путина с премьер-министром Республики Индия Нарендрой Моди. Владимир Путин еще раз тепло поздравил Нарендру Моди с успешной посадкой индийской космической станции «Чандраян-3» на Луну в районе ее Южного полюса.

Путин Инди премьерӗпе телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3412140

Ҫав шутран, Ҫурҫӗр Ҫӗрӗпе Охотск тинӗсӗ таврашӗнчи цикдон ҫине пырса кӗресрен, маршрутран пӑрӑнса, 600 ҫухрӑм вӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӗсен кил-ҫурчӗ таврашӗнчи участока никампа та пӑтраштараймӑн, вӑл ҫуркуннеренпех хуҫисемпе хӑнасене ҫутӑ сӑрӑсемпе савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Ачана хӑй таврашӗнчи ҫынсемпе туслӑ та килӗштерсе пурӑнма вӗрентни питех те кирлӗ.

И важно научить ребенка умению дружить и жить в согласии и понимании с окружающими его людьми.

Пурнӑҫра туслӑх яланах кирлӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rl-3388963

1896—1903 ҫулсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗрекен Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнчи Элшел ялӗнче учительте ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑхӑр ял таврашӗнчи чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпчесе очерксем ҫырнӑ, сӑмахлӑхне пуҫтарнӑ.

Работая учителем в с. Альшеево Бурундуковской волости Буинского уезда Симбирской губернии, он тщательно изучал быт и нравы чувашей окружных селений, писал о них очерки, записывал образцы фольклора.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Паян кӑнтӑрла тӗлнелле Сурӑм таврашӗнчи тӗрлӗ ҫулсем тӑрӑх шап-шурӑ халӑх, капӑр халӑх, Чӑваш Сурӑмӗ еннелле куҫа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӑйӗн ҫамрӑк сменщицине тустарать кӑна: станок таврашӗнчи ҫӳп-ҫапшӑн кӑна та мар, нормине ирттерсе тултарнӑшӑн та хытӑ лекет ӑна.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫуралнӑранпах ялта пурӑнакан ҫын тарӑн ыйхӑра та кил таврашӗнчи ӗҫ ҫинчен шухӑшлать пулмалла, кирлӗ вӑхӑтра самантлӑх та пулин вӑранать, ҫавна асӑрхарӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӗр кисретсех тиркешме пӑртак тӑхтӑр-ха, малтан редакци таврашӗнчи лару-тӑрӑва ӑнланма тӑрӑшӑр, — лайӑхмарланса йӑвашшӑн хирӗҫлерӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Картун таврашӗнчи хыр пӗренисем ҫав ҫутӑпа темле, ирӗлнӗ пек, ҫемҫен йӑлтӑртатса выртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ман асатте, Ҫемен Караньялов, хамӑр ял таврашӗнчи чи вӑйлӑ ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пушкар пасарне ӗлӗк Хусахмат таврашӗнчи ялсем Пилешкасси вӑрманӗнче усал шухӑшлӑ ҫынсене тӗл пуласран шикленсе яланах тавра ҫулпа ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хусахмат таврашӗнчи ялсенче те пулнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех