Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнчи (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗҫленӗ чухне ун таврашӗнчи мӗн пур япала чӗтренет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Карӑк ҫырми таврашӗнчи ҫӑкалӑхра.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗчӗсен таврашӗнчи ҫаврашкасем тӗксӗмленнӗ, пылак шоколада аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хула хӑй таврашӗнчи ҫӗрсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, таврари йышлӑ вырӑнти калаҫусене пӗр евӗрлӗ тума пулӑшнӑ.

Город оказывал сильное влияние на окружающие его земли и содействовал приведению в единообразие существовавшие в округе диалекты.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Ун таврашӗнчи сиплӗ мӑка та пуҫтарса типӗтнӗ — шыҫӑ таврашне хӑвӑрт шӑтарса юхтарма пулӑшнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Раҫҫейри футбол таврашӗнчи халӑх пултарулӑхӗнче «Марибор» сӑмах пайӑр мар ят пулса тӑнӑ, унпа нацин пӗрлешӳллӗ командин ӑнӑҫсӑр матчӗсене палӑртма усӑ курнӑ.

В российском околофутбольном фольклоре слово «Марибор» стало нарицательным, обозначая неудачные матчи национальной сборной.

Марибор // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%BE%D1%80

Унсӑр пуҫне Дарфурта нилпа сахара таврашӗнчи ытти халӑхсем те пурӑннӑ: загава, масалитсем; ҫавӑн пекех арапсемпе баггарӑсен (арапла ӗне кӗтӳҫӗсем тенине пӗлтернӗ) несӗлӗсем.

Кроме того в Дарфуре жили другие представители группы нило-сахарских народов: загава, масалит; а также потомки арабов, баггара, что по-арабски значит «пастухи коров».

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

«Требине» ят антика вӑхӑтӗнчи «Травуни» ятран пулнӑ — ҫак ятпа ӗлӗк-авал Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Котортан пуҫласа Дубровник таран сарӑлса выртакан тавралӑха (паянхи кунхи хулапа унӑн таврашӗнчи тусем те унта кӗнӗ) каланӑ пулнӑ.

Само название — «Требине» происходит от античного «Травуния» — так в древности называлась местность на берегу Адриатического моря от Котора до Дубровника, включавшая нынешний город и окружающие его горы.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринчи чи лайӑх ҫӗрсем помещиксен аллинче тата патша таврашӗнчи чаплӑ улпутсен аллинче тӑнӑ.

Лучшие земли на южном берегу Крыма находились в руках помещиков и царской придворной знати.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗрринче хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ епле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ял таврашӗнчи ҫӗр ҫинче Африка вирне акнӑ.

Земля около селения была засеяна африканским просом.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑнтӑр полюсне тата ун таврашӗнчи вырӑнсене талӑкӗпе ҫутӑ ҫутатса тӑрать.

Южный полюс и пространство вокруг него все это время освещены.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус ҫинче те, ӳкерчӗк ҫинче те курӑнса тӑрать: ҫӗр ҫапла тӑнӑ чухне ҫурҫӗр полюсӗ те, ун таврашӗнчи ҫӗр те пӗрмаях мӗлкере пулаҫҫӗ.

На глобусе и рисунке видно, что при таком положении земли северный полюс и пространство вокруг него находятся все время в тени.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав вӑхӑтра кӑнтӑр полюсӗпе ун таврашӗнчи ҫӗрсем мӗлке ӑшӗнче, кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнче талӑкӗпе тӗттӗм каҫ.

Южный полюс и пространство вокруг него находится в это время в тени. Около южного полюса круглые сутки стоит ночь.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Глобус ҫинче те, ӳкерчӗк ҫинче те курӑнса тӑрать: ҫурҫӗр полюсӗпе ун таврашӗнчи ҫӗрсем глобус хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑннӑ чухне пӗрмаях ҫутӑра пулаҫҫӗ.

На глобусе и на рисунке видно, что северный полюс и пространство вокруг него при вращении глобуса вокруг себя все время освещены.

Ҫӗрӗн ҫулталӑкри ҫавӑрӑнӑҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Авалхи ҫынсем хӑйсем пурӑнакан вырӑн таврашӗнчи пысӑках мар ҫӗр талкӑшне анчах пӗлнӗ.

Древние люди знали только небольшое пространство вокруг того места, где они жили.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мытиши хулине, Мускав таврашӗнчи тата ытти хуласене те кунта ӳкернӗ-и?

Изображены ли на карте город Мытищи и другие города около Москвы?

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ку масштаб Мускав таврашӗнчи ҫӗршыв планӗн масштабӗнчен миҫе хут пӗчӗкрех?

Во сколько раз этот масштаб мельче, чем масштаб плана окрестностей Москвы?

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халӗ тата Мускав таврашӗнчи ҫӗршыв планне пӑхӑр.

Теперь рассмотрите план окрестностей Москвы.

Планпа географи карттине танлаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑвӑр шкул таврашӗнчи ҫӗрпе мӗнле усӑ курни ҫинчен каласа парӑр.

Опишите устно, как использована поверхность земли в окрестностях вашей школы.

Пирӗн шкул таврашӗнчи ҫӗрпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Раиси пуҫарӑвӗпе иртнӗ калаҫу вӑхӑтӗнче икӗ ҫӗршыв лидерӗсем Нагорнӑй Карабах таврашӗнчи лару-тӑру ҫинчен пӗр-пӗринпе калаҫнӑ, армянсемпе азербайджансен хутшӑнӑвӗсене нормализацилемелли проблемӑна сӳтсе явнӑ.

Во время разговора, состоявшегося по инициативе Раиси, лидеры двух стран обменялись мнениями о ситуации вокруг Нагорного Карабаха и обсудили проблематику нормализации армяно-азербайджанских отношений.

Путин Иран президенчӗпе телефонпа калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3455375

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех