Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ Турханти спорт шкулӗ ҫумӗнче футболла вылямалли уй, тавралла чупмалли сукмаксем пур, вӗсене резина кавир сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Регионта юлашки виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли уйсемпе стадионсене 14 уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/regi ... tbolla-vil

Тавралла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем кунта ҫӗр айӗнчи пӑрӑхсене анса тӗрӗслемелли шӑтӑксем тӑваҫҫӗ: тавралла кирпӗч яраҫҫӗ, ҫиелтен тӑм ҫапаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Клепӗн кӑрсавициӑна мӑйӗ тавралла ункӑн-ункӑн явакласа ҫакрӗ ячӗ.

Глеб повесил на красавицу кольцами вокруг шеи.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— Ҫапли ҫапла пуль те, — алшӑллине шывпа йӗпетсе пуҫ тавралла ҫавӑрса ҫыхрӑм, — чирлерӗм, кум.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ун «алӑкӗ» патне ҫитсен, рюкзакне чӑрӑш айне сылтӑм еннерех шутарса лартрӗ, вара «матрас» та «минтер» майлас тесе, йывӑҫ тавралла ҫаврӑнса, ун кӗҫӗн тураттисене хуҫма, ҫӗр ҫинчи пур-ҫук курӑка ҫӑлма-татма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр куҫне асӑрхануллӑн тавралла ывӑтса илчӗ, унтан, пур-ҫук хӑюлӑхне карӑнтарса, самана, комсомол никӗсленӗ турра ӗненменлӗх карти урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ют куҫран асӑрханса, кӗпи айӗнчен мӑйран ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресне туртса кӑларчӗ, пӑталанӑ Христос барельефне тӗселекелесе ларчӗ, вара хӗресе виҫӗ хут чуп туса илчӗ те виҫӗ хут кӗл тунӑ пек каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑм шыва ӳкнӗскер ҫамки ҫинчи пӑчӑр-пӑчӑр тарне ал тӳрчӗпе шӑлкаласа илчӗ, пашкакаласа хӑйне йӗркене кӗртрӗ, унтан вӑрман ҫийӗн тавралла пӑхса илчӗ — хӑйне асамлӑн туртакан ҫутӑсене шырарӗ, анчах хӑрӑм пек хура вӑрман ҫийӗнчи хура тӑхлан пек пӗлӗтре ним уҫҫи-хуппи те палӑрмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫырӑрах милкемес ҫӳҫне аллипе вирелле тура-тура, куҫне «пӑшатанлатса», тавралла йӑшт-йӑшт витӗрлесе, «шӑтарса» илчӗ: кунта тавраран ҫаврӑнса «Ҫурҫӗр» поселок урлӑ килнӗскер, каялла, Шупашкаралла, тӳррӗн «тапса сикес» килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хам тавралла кӳлӗ шывӗ хӗрлӗрех хӑмӑр тӗспе пӗвенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӗр пӳрт ӑш-чикки тавралла пӑхкаласа илчӗ, пӗр хушӑ ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавралла вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑр, тӗттӗм ӳтлӗ ҫынсем, панама тӑхӑннӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхнӗ салтаксем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Хурамана тавралла ҫыхнӑ чип-чипер пралук курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Кунӗпе колхоз уйӗ тавралла виҫҫӗ-тӑваттӑ ҫаврӑнать уй хуралҫи, кашнинчех мӗн те пулин тытса таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Гаврик калаҫма чарӑнса тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ те, итлесе тӑранҫи пулса, манӑн хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Тавралла шевле ҫеҫ акӑпӑр — Туслӑхпа телей шевли акар!

Куҫарса пулӑш

Шевле акар // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Ҫавӑн пекех тавралла карта тытса ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Ҫак мелпе ялта пурӑнакансем ҫӑлсене тасатаҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем йӗркелеҫҫӗ, спорт площадкисем уҫаҫҫӗ, масар ҫинче ҫурт лартаҫҫӗ, вӗсем тавралла карта тытса ҫавӑраҫҫӗ, ҫырмасемпе юхан шывсем урлӑ кӗперсем хываҫҫӗ, кӳлӗсене тарӑнлатаҫҫӗ, пушар машини валли ятарлӑ пирс ӑсталаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Сирӗн тавралла лайӑх кӑмӑллӑ ҫынсем ҫеҫ пулччӑр, япӑххи пирки ан шухӑшлӑр.

Окружайте себя позитивно настроенными людьми, культивируйте в себе оптимизм и ни о чем плохом не думайте.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тавралла пӑхӑр!

Куҫарса пулӑш

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех