Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнтерсе (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр, зажигалкине сӳнтерсе, йӑлмаллӑ шыв лекнӗ аттипе лӑчӑрт-лӑчӑрт туса, ҫак йывӑҫ патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Таиҫ аппа арлама пуҫланӑ кӗнчелине пуҫтарса хучӗ те чӑланти ҫутине сӳнтерсе ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпӗ те, часах ҫутта сӳнтерсе, ҫывӑрма выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пуҫтарнӑ вырӑна сӳтет, ҫутӑ сӳнтерсе, Парамуна пырса ыталать.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хальхи тус-йышлӑха сӳнтерсе, каллех вилӗмле тӑшмана тухӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Кайрӑмӑр, матушка, — тесе, Петр Петрович алӑкне уҫрӗ, лампине сӳнтерсе, крыльцана тухрӗ, лавккине питӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Саппунӗпе кӗпи аркисем ҫуннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑннӑ Хрестук вӗсем чупса пынӑ тӗле тивсе илме пуҫланӑ пушара пуҫламӑшӗнчех сӳнтерсе, ҫунса шӑтнӑ мунча тӑррине хӑпарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсем йӑмра ҫине, теприсем капан ҫинех ӳкеҫҫӗ, анчах ҫынсем вӗсене ҫийӗнчех сӳнтерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрӗ эппин, — йӗкӗт хунарне сӳнтерсе кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫийӗнчех килсе ҫитнӗ МЧС сотрудникӗсем вара пӳлӗмри вут-ҫулӑма сӳнтерсе малалла сарӑлма паман.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Темиҫе ҫул йӑсӑрланчӗҫ пысӑк тата пӗчӗк «вут пуҫҫисем», хӑш-пӗрисене ак халӗ те сӳнтерсе пӗтереймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫутӑ сӳнтерсе мотора чарсанах шофер хӑлхине ашшӗн аслати евӗр хулӑн сасси пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Акӑ вӑл, ирхине ялхуҫалӑх министерстви тӗлне ҫитрӗ те, пирусне сӳнтерсе ҫурт ҫумӗнчи урнӑна пӑрахрӗ.

Вот он утром подошел к Министерству сельского хозяйства, потушил сигарету и бросил в урну возле здания.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫӗрле Савтепи лампӑна вӗрсе сӳнтерсе выртма хатӗрленнине Салакайӑк, тӗттӗм витӗр тем курас пек, куҫне-пуҫне чармакласа пӑхать.

По ночам, увидев, как Савдеби задувает керосиновую лампу и готовится ко сну, Салагаик изо всех сил пялился в темноту, надеясь увидеть там хоть что-то.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав вут куҫӗсене ҫех часрах сӳнтерсе пӗтересчӗ, вара пурте йӗркене кӗрӗччӗ, хӑй вырӑнне ларӗччӗ.

Только вот с кострами этими надо поскорее кончать, тогда все встанет на свое место.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрмантисем сӳнтерсе тӑраҫҫӗ тет, салтакӗсем — каллех чӗртеҫҫӗ.

Тушили, правда, повстанцы лес-то отчаянно, а солдаты снова его поджигали.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӗр ӑсне, чунне амантрӗ Ӗненнине пач сӳнтерсе; Тен, ҫавӑнпа вилме вӑл антрӗ, Хӑравҫӑлӑхне ҫӗнтерсе.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Бригадир Ивана вучах сӳнтерсе сӑра хуранне илнӗ вырӑна лартма пулӑшрӗ те хире сӳре сӳрелекенсем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лампине сӳнтерсе ҫывӑрма выртас вырӑнне Павлуш вара пиччӗшӗ патне ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах эп чӗлӗме сӳнтерсе выртрӑм, турӑ умӗнче калатӑп.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех