Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрӗм сăмах пирĕн базăра пур.
сӗрӗм (тĕпĕ: сӗрӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла, сӗрӗм тивнипе вилчӗҫ Петӗр пиччепе Марье инке, лайӑхах астӑватӑп, — кӗсйинчен пирус кӑларчӗ Илья Семенович.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мунчана кайсан сӗрӗм тивнӗ тет-и вӗсене?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку сӑмах Таранова пуҫ тӳпинчен сӗрӗм тухаслах сехӗрлентерчӗ, юлташӗпе иккӗшӗ мӗн ҫинчен калаҫнине кам та пулин вӑрттӑн тӑнласа тӑрас пек туйӑннӑран йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ай-уй, пуҫ тӳпинчен сӗрӗм мӑкӑрланать тем?

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кашниннех пуҫ тӳпинчен сӗрӗм мӑкӑрланчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӗрӗм мӗншӗн тухнине газ службин ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Ахӑрттарать яш кӗрӗм, Пуҫӗсенче туй сӗрӗм

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Те шкулта сӗрӗм тиврӗ, пуҫ ыратнипе выртрӑм, — тесе Марине аппа часах тӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрене пуҫӗ шӑтӑк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Паллах, ку тӗлелле, ҫиррӗмӗш ӗмӗрӗн 50-60 ҫулӗсенче, Совет Союзӗнче 30-мӗш ҫулсенче ҫӗкленнӗ пӗтӗм тӗн тӗнчине кисретекен, ишӗлтерекен-аркатакан урма-сурма «ҫил-тӑвӑл» самаях лӑшланнӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗмӗшле халӑхӑн, уйрӑмах ҫитӗнсе пыракан ҫӗнӗ ӑрусен сӗмне, чун-чӗмне «тӗн вӑл халӑх ӑстӑнне минретекен сӗрӗм» текен ӑнлава тати-сыпписӗр сӑрхӑнтарас, унта цементлесе хытарас хавха халӗ те иксӗлмерӗ, сӳнмерӗ: Турра хирӗҫле пропаганда урӑх, ҫӗнӗ япаласемпе, витӗмлӗрех меслетсемпе ҫак ӗҫе «чӗрӗ сывлӑш вӗрсех тӑчӗ», «карласа ҫунакан кӑвайтах ҫавӑрчӗ»…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуҫне сӗрӗм тивнӗ пуль-и, халӗ ыратма та пӑрахрӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акчурова та хутман пӳртрех сӗрӗм тивнӗччӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӑмӑлӗ тилӗрнипе тӑнпуҫӗ сӗрӗм лекнӗ пек пӑтранчӗ пулсан та, кил хуҫисем ӑшӑ кӑмӑллӑн йышӑнманнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле вӑл мунчаран сӗрӗм лектерсе таврӑннӑ пек ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫ сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек танлатать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Хурал пӳртӗнчи сӗрӗм тухса пӗтиччен кӑштах выртам-ха, — терӗ те вӑл хуллен, урлӑ сак ҫине тумтирӗпех тӗршӗнсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫхине старик пӳртне пӗр ҫӗклем ҫинчен улӑм хутатчӗ те сӗрӗм тухса кайиччен пирӗн пата пырса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

«Эп кӑшкӑрмарӑм-ҫке ӑна?» — пуҫӗ сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек тӑнк-тӑнк-тӑнк тапнине туйса шухӑшласа ларчӗ Янтул.

«Так это я, выходит, и кричал?» — сообразил Яндул, а в голове стучало так, что казалось, стук этот слышат все.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пилешӗ хӗлле, сӗрӗм тивсен, аван пулаканччӗ-ха.

они хороши после первых морозов: рябина помогает при угаре,

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраканни хӑрами пулчӗ, хӑраманнин пуҫ тӳпинчен сӗрӗм тухса тӑрать.

Боязливый перестал бояться, а с макушки того, кто не боится, поднимался угар.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юман мунчара кӑшт вӗрирех хутсан вут пуҫҫисӗр те сӗрӗм тивет.

Ежели баня из дубовых бревен сложена, от них угар бывает, даже когда слишком жарко протопить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех