Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗвӗнтерсе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем курас килми пулса ҫитнӗ винтовкисене стена ҫумне сӗвӗнтерсе самантлӑха та пулин алла пуртӑ е сава тытас, шӑршлӑ хӗрлӗ хӑваран ҫатан ҫыхса е тата ҫурхи ӗҫсем тӗлне сӳре е урапа хатӗрлесе чунӗсене кантарас килнипе килӗсене кая-кая килчӗҫ.

Они ездили домой на побывку, чтобы хоть на минутку, прислонив к стене опостылевшую винтовку, взяться руками за топор или рубанок, чтобы сердцем отдохнуть, заплетая пахучим красноталом плетень или готовя борону либо арбу к весенней работе.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав турилкке те, халӗ ҫеҫ туртнӑ хыҫҫӑн вырӑн ҫумне сӗвӗнтерсе тӑратнӑ чӗлӗм те, е вырӑн ҫинче пӗрмай выртакан хуҫи те пулман пулсан, ку пӳлӗмре никам та пурӑнмасть теме пулӗччӗ, — кунта йӑлтах тусанланса, шупкалса пӗтнӗ, этем пурӑнни ҫинчен калакан пӗр паллӑ та юлман.

Если б не эта тарелка, да не прислоненная к постели только что выкуренная трубка, или не сам хозяин, лежащий на ней, то можно было бы подумать, что тут никто не живет, — так все запылилось, полиняло и вообще лишено было живых следов человеческого присутствия.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Лешсем хӗҫпӑшалӗсене пахча ҫумне сӗвӗнтерсе хӑвараҫҫӗ.

Тарас с Романом оставляют свои оружия у забора.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех