Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахсем (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ Площадь ҫийӗн громкоговорительтен: «Сывӑ пулччӑр рабфакра вӗренекенсем — партипе совет организацийӗсен пулас работникӗсем!» тенӗ сӑмахсем янӑраса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗркун эсир каланӑ сӑмахсем ман чӗрене ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫрӗҫ, — терӗ те Озеров, сассине кӑштах улӑштарса, малалла калама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑмахсем ҫыхӑнма, лӑпкӑ шыв пек тикӗс юхма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку сӑмахсем Санюка шартах сиктерчӗҫ: ара, Мари ҫав Ивана юратса пӑрахман пуль-ҫке?

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье ку сӑмахсем ҫине нимле хуравлама та аптӑраса тӑчӗ, вара асар-писер утӑмсемпе сирпӗнсе тухрӗ те подвала анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗнчен ҫакнашкал чуна касса каймалла хӑрушӑ сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн Сахар малтанах ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑлса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен кумрӗ, пӗр вӗҫӗм шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗркун Хрестука ҫӳҫрен лӑскарӗ, тем-тем усал сӑмахсем каласа намӑслантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тарье, тавай ҫурт-йӗре сутар та Ҫӗпӗре тапар, — пӗр кӗтмен-туман сӑмахсем персе ячӗ Сахар.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк ашшӗ каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар тете мана ҫав тери ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапӑсра пурӑнакансем пирки Семеновсем хӑйсем те ырӑ сӑмахсем анчах каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Ҫапӑҫу вырӑнне каяс умӗн Чӑваш ен каччисене республика пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ырӑ суннӑ, ҫӗнтерӳҫӗ-ӑрӑвӑн мӑнукӗсене каялла ҫӗнтерӳпе, чӗрӗ-сывӑ таврӑнса килме хавхалантаруллӑ сӑмахсем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Район салтакӗсем валли - вӑйлатнӑ УАЗ машина // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11895-ra ... az-mashina

Малтан унӑн сӑмах чӗнме те хӑват ҫитмерӗ, чӗлхе вӗҫне ҫак хура ӗҫе хак пама, умра тӑракан хӑрушӑ ҫынна пӗтерсе хума кирлӗ пек сӑмахсем те килмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрккен ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илме ирӗксӗрех пуҫне ҫӗклесе чӳречерен пӑхмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Кӗрккене пӗрремӗш хут курнӑ евӗр сӑнаса пӑхрӗ-пӑхрӗ те тӗлӗнмелле сӑмахсем калама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче, кӳренмелле сӑмахсем илтнӗ хыҫҫӑн, хан нуратдинӗ те тӑрӑшмарӗ ҫар пурлӑхне йӑлтах илессишӗн.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ар-Сӗнтӗр, нухай, Мамич-Бердей, ҫӗнӗ хун сӑмахсем пек хӑлхана йӗрӗнтернӗ сӑмах ҫук халь Ту енче.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сываласса сывалчӗ ашшӗ, халь вӑл патак ҫине таянса хире те тухкаласа ҫӳрет, анчах ывӑлӗн чӗринче вӑйлӑ йӗр хӑварчӗҫ ку сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем темле майпа Сарри хӑлхине те кӗчӗҫ: ывӑлӗ ҫынсем мӗн калаҫнине картишӗнче итлесе тӑчӗ-ши е пӗри, йӗплӗ чӗлхелли, юри каласа пачӗ хуҫана, ҫав кунах староста Аттенее хӑй патне чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсем халӑха уртарсах ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех