Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ы-ы-ы-ы-ых! — асар-писер ҫил-тӑвӑллӑн шавласа кайрӗҫ тарӑху, тавӑру вучӗпе ҫулӑмланса илнӗ ҫынсем, унтан вӗсем, алӑ чӑмӑрӗсене вӑнк та вӑнк ирӗке яркаласа, Сталина сӑмахпа хытӑрлама, ятлама, йӳҫек айӑплав сӑмахӗсем хыптарма тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, пырпа ҫыхӑннӑ хушаматчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Сивӗ яшка сивӗтмест, сивӗ сӑмах сивӗтет е тимӗр касни тӳрленет, сӑмахпа калани тӳрленмест, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ну, пӑртак сӑмахпа хаярланам пекки турӑм, хӑтӑрса-пӑскӑрткаласа та илтӗм, паллах.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Арҫын каллех ӑшне ҫӑвар тулли намӑс сӑмахпа ҫӑткӑннӑн канӑҫлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тимӗр касни тӳрленет, сӑмахпа калани тӳрленмест, теҫҫӗ тата…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ унран татах: «Юханшыв порчӗ ӑҫтарах-ши?» — тесе ыйтӑва ансӑрлатса тӗрӗслетсен, вӑл, сӑмахпа хуравлас вырӑнне, янах кӑлтса, сулахай аллине пӗр еннелле сӗлтсе илчӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Аса ил-ха тата, мӗнле сӑмахпа сӑйларӑн эсӗ ӑна паҫӑр?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лешӗ тата сӑмахпа та тем каларӗ пулас, анчах ӑна Пурис тӗшмӗртеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак лешӗ сывлӑша тайса итлет, ак шуйхӑнчӑк саспа эхе-хе-хе-хелесе илет, ҫынна хӑй патне сӑмахпа та йыхӑрса пӑхать, вара, хурав кӗтсе илеймесӗр, зажигалкине сӳнтерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, шкул пурнӑҫӗнче вӗсен пӗрле, юнашар е тӗлме-тӗл пулма та тӳр килчӗ, ун пек авӑксенче вӗсем, ҫывӑх, тӗпри калаҫӑва ӑшра тытса, ӳлӗме хӑварса, пӗр-пӗринпе пӗр-ик сӑмахпа ҫеҫ сывлӑхлашкаларӗҫ, чикӗллӗ, сӑпайлӑ шӳтлекелени-кулни те пулчӗ, ытти мӗн калас тени, тӗпри, вӗсен ӑшӗнче ҫурхи пӗрремӗш ҫеҫпӗл ҫеҫки пек ачашшӑн, ҫӗрле ӳкнӗ ирхи сывлӑм пӗрчи пек тасан упранса пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр, аллинче ҫунакан зажигалкине тытса, инҫех те мар хӑйне тепӗр арҫын сӑнаса пӑшт пулса тӑнине сисмесӗр, чӗрине элексир пек сип кӳрекен «охо-хо-хо» сасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗ, хӑй те «эхе-хелесе» илчӗ, сӑмахпа та чӗнсе пӑхрӗ — хирӗҫ чӗв те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малалла ҫутта тӗллесе тапраннӑ май, Ула Тимӗр, ӑшра капланса хӑпарнӑ савӑнӑҫне шӑнӑҫтараймасӑр, йӑшшӑм-пӑшшӑмпа, «лакӑм-тӗкӗмлетсе» сӑвӑ та «арлама» пуҫларӗ (сӑмахпа ҫул кӗскелет):

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна сӑмахпа хавхалантарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Микола Сима ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ, унтан Тамара еннелле ҫаврӑнчӗ, анчах сӑмахпа нимех те каламарӗ, кунта мӗн пулса иртнине ахалех ӑнланчӗ пулас вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӗррехинче ҫамрӑк хӗрарӑм, шӳтлесе пек, упӑшкине сӑмахпа тӗртсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ватӑсем «юрату» сӑмахпа питех усӑ курма юратмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫамрӑк чухне те, кайран та ҫирӗп кӑмӑл, йывӑрлӑх умӗнче пуҫ усма пӗлменни, пӗр сӑмахпа каласан, революционерӑн пур лайӑх енӗсем те Н. К. Крупскаяшӑн уйрӑлми ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Н. К. Крупская центра вырӑнти парти органӗсемпе е уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑнтарас ӗҫе йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех