Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек ҫынна сӑмахпа кӑна тав туни ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

…Калавӗ-повеҫӗсенче, вӑл е ку килӗшӳллӗ героя сӑнланӑ май, Николай Мартынов час-часах «хӑтлӑ» сӑмахпа усӑ курать: ҫыннӑн сӑн-сӑпачӗпе чун-чӗре ҫыпӑҫулӑхне, ҫынсен пӗрпӗрин хушшинчи килӗштерӳлӗхне палӑртать вӑл ҫак сӑмахпа.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, «Вӑрҫӑ тата мир» романӑн содержанийӗ унти сӑнарсем урлӑ пулса тӑнӑ, ҫав сӑнарсем кунта роман содержанине усраҫҫӗ, формӑ пайӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пачӑшки вара… сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук хытӑ, чее, ҫитменнине тата вӑрттӑн чее…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тумаллине никам та ҫур сӑмахпа та каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмахпа та.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн сӑмахпа ҫапӑҫӑва кӗресшӗн эсир?

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах пурте ыр сӑмахпа кӗтсе илмерӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ку шухӑша урӑхла, «ылхан ҫиме маннӑ ют йӑхсене» е тата та усалрах сӑмахпа каланӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗррехинче Укаслу сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук хӑранӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил сӑмахпа каласа кӑтартма ҫук канӑҫ илсе килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах ку сӑмахпа тем каласшӑнччӗ ӗнтӗ эс?

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк хӑйне ырӑ сӑмахпа иртме сӗннӗшӗн хӗпӗртесе кайрӗ, калаҫа-калаҫа, сак тӑршшӗпе сарнӑ кӗҫҫе ҫине пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак сӑмахпа лӑплантарса калаҫать Унерпипе юлашки хут Еркиней.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унерпин ҫав сӑмахпа Пичӗ-куҫӗ туртӑнчӗ, Сухатӳре ҫавӑнпа Ӗҫки часах чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Якур хӑйне яланах мӑнкӑмӑллӑн та тӳрккес тытатчӗ, ӑнланмалла мар сӑмахпа перкелешетчӗ: вырӑсла вӑйлӑ хумханас тессине ажиотаж, хаклӑ чула — гемма, мӗне те пулин тӗпчес, пӗлес тесе каламалла чухне — зондировать, маскировка вырӑнне — камуфляж, юлташ вырӑнне — камрад тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, пурнӑҫӑн илемлӗхне туйма вӗрентмеллине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Пӗр сӑмахпа, тепӗр виҫӗ ҫултан пенси патне чип-чипер ҫитсе тухаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

«Пӗрремӗшсен юхӑмӗ» представителӗсем, ача-пӑча, ҫамрӑк яш-кӗрӗм, шыравҫӑсен юхӑмӗнче тӑрӑшакансем, пӗр сӑмахпа каласан регионти мӗнпур ҫамрӑк, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем – форума килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Курать карчӑк — урампала инҫех те мар, кӑваписем ӗмӗрлӗхех ҫӗрпе ҫыхӑннӑ, ял мӑкӗпе мӑкланнӑ урапа-ҫуна ӑстисем Карӑш Микулипе унӑн кӳрши Микиш Павӑлӗ — кас-йышри «Дон Кихотпа Санчо» — сӑмахпа перкелешсе, сӑмах-юмах сутти туса пуль, ҫурма катӑк шӑлӗсене килпетлӗн йӗрсе иртсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех