Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахне (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Итле-ха, Егор Кондратьевич, — сӑмахне тӑсрӗ Ухватов, — ман сана ҫӳлерех хӑпартас килет.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юлташӗпе соратникне Азат Бадранова ҫакна тума сӑмах панӑ, хӑй сӑмахне пурнӑҫланӑ.

По словам Радия Хабирова, он обещал свoему товарищу и соратнику Азату Бадранову это сделать и выполнил обещание.

Радий Хабиров СВО зонинче тӑракан Азат Бадрановӑн хӗрне пӗрремӗш класа илсе кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2023 ... yn-3416375

Ывӑлпа, унӑн чун-хавалӗпе, ҫирӗплӗхӗпе, ҫар тивӗҫне парӑнса пурӑннипе мухтанатӑп, апла пулсан, эпӗ ӑна тӗрӗс пӑхса ӳстернӗ, - вӗҫлет хӑйӗн сӑмахне ҫар ҫыннин ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар службине чыслӑн пурнӑҫлать // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3411147

Вӑл пӗр йӗркине те, пӗр сӑмахне те хӑй чӗрипе шухӑшне суйса ҫырман.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

— Пӗр юмах мана аса килсе кайрӗ, — тӑсрӗ сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

С. М. Ислюковӑн юбилейлӑ сӑмахне репродуктор умне юнашар тӑрса итлерӗмӗр, хамӑр ҫав самантра Шупашкарта пулайманнишӗн ӳкӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ун сӑмахне те тӑнламалла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Те поэт сӑмахне итлесе, те ун «мерчен тумламӗ» тумла-тумла чӗрене витернӗрен — эпӗ те лирикӑллӑ сӑвӑсем ҫырма пикентӗм вара.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каярах сӑмахне ӑнкартӑм, анчах сӑвви пурпӗрех килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Сӑмахне те тупнӑ ҫав — телейвиҫӗр…

Куҫарса пулӑш

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Наци апат-ҫимӗҫӗ ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче тесен те йӑнӑшах мар пулӗ тенӗ сумлӑ ӑстаҫӑ хӑйӗн сӑмахне малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен апат-ҫимӗҫӗсен фестивалӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/10/chva ... tival-irtn

Вӑл ҫапла каласанах ку карчӑкӗ те унӑн сӑмахне итлесе ун патнерех юнашар пырса ларса: — Мӗн япала ҫинчен эсӗ тата капла манпа юнашарах ларса канаш туса илешшӗн? — тесе ытать кулкаласа калаҫҫа ку карчӑкӗ те.

Как только он так заговорил, старуха, слушая его слова, подсаживается к нему поближе: — О чем же ты хочешь потолковать, сидя со мной рядышком? — спрашивает старуха, улыбаясь.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

— Эсӗ ун чухне ҫуралмантаччӗ ха, — пуҫларӗ сӑмахне асламӑшӗ лайӑхрах вырнаҫса ларса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Мӗн-тӗр каласшӑн пулса ҫӑварне темле те хускатать, анчах сӑмахне каласа яраймасть.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Питӗ аякран пуҫларӗ тата сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Унтрей хӑй сӑмахне каласа пӗтереймен, ун пуҫӗ ҫуммипе мӑн пуленкке вӑркӑнса иртсе алӑка пырса ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укахви сӑмахне каласа пӗтермесӗрех, кӗтӳҫ какӑрӗн сассине илтсе, — пӳртрен тухрӗ те выльӑхсене ял вӗҫне пухӑнакан кӗтӗве хӑваласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анчах вӑл хӑйӗн юлашки сӑмахне аса илет те, пыра кумкка ларнине ҫӑтса, тӗтреленнӗ куҫне вӑйранах хӗссе, картлашка тӑрӑх чупса хӑпарать…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Карчӑк хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫук сӑмахранах калаҫу тума ӑста Меркури хӑй калас сӑмахне шутарса пыма кам та пулин ҫӑвар уҫасса ҫеҫ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех