Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахне (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир воевода сӑмахне итлесшӗн мар-им, мӑк сухалсем?

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем аслӑ князь сӑмахне итлеҫҫӗ те чатӑртан васкавлӑн тухса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑннӑ эс кремльте хӑвӑн пуҫлӑхусен сӑмахне итлесе.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен вӑл аслисен сӑмахне итлекен тарҫӑ кӑначчӗ, мӑрсасем кирек мӗнле ҫапӑҫчӑр, манӑн вӗсен ҫумӗнче ӗҫ ҫук, Ту енчи ҫӗр-шывра кирек мӗн хӑтланччӑр, уншӑн ман чӗре ыратмасть, эпӗ пур пӗр хан чиновникӗнчех юлатӑп тесе шутлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре йӗплесе илет вӑл ӑна, тепре йӗплесе илет, пӗр сӑмахне урӑхла ӑнланнӑ пек тӑвать, тепӗр сӑмахне илтмӗш пулать, куран — ҫын вӗчӗрхенме те пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Адашев мӑрсасен сӑмахне аслӑ князь патне ҫитерме пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам сӑмахне итлемесен те сан сӑмахна итлеҫҫӗ сотниксем.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла иртӗхсе кайрӗҫ княҫсемпе мӑрсасем, хан сӑмахне те итлеми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм ун сӑмахне илтсен кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас сисрӗ, халь вӑл асли, ачасем ун сӑмахне кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пикпав мучи вӑрӑм ҫӳҫне лӑстӑр-р! силлерӗ те хӑйӗн сӑмахне ҫапла пӗтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, пирӗн Хусан патшин сӑмахне, ун ҫыннисем калакан сӑмаха итлес пулать.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кӑм… кӑмпасем… — аран сыпӑнтарчӗ сӑмахне Хӗлимун, — таҫта, ҫакӑнтах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Тӑмана кӑшкӑрни усала мар, ырра пӗлтерчӗ», — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Настаҫ кинеми.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Профессор юлташ: «Кайӑксене эпӗ питӗ юрататӑп», терӗ, — сисӗнмеллех тӗртсе чеен пуҫларӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Ҫапах та вӑрмана ҫав хӑрушӑ тӑшмансенчен сыхлас ӗҫре кӑткӑ пек паттӑрри ҫук», — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Степан Лукич ун чух.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Степан Лукич сӑмахне хальхинче те хыр миҫе ҫултине турат карти миҫине шутласа пӗлессинчен пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑк юман // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 8–9 с.

Ӑна пурте пӗлетӗр, — Петӗр сӑмахне илтмен пек пулать Семен Петрович.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ыран валли те кирлӗ пулать, — сӑмахне пӑрса ярать Петӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Алсине нар ҫине хывса пӑрахрӗ, тимӗр кӑмака алӑкне уҫса, ҫунакан вутта пӑтратрӗ, унтан вӗҫлеймен сӑмахне вӗҫлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех