Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмаха (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма витӗм кӳрекен Комплекслӑ программӑра района аталантарассипе те чылай мероприятисене плана кӗртнине палӑртнӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Ку енпе калас пулсан, халӑхпа та уҫӑ уроксем ирттерсен питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ», - тесе сӑмаха тӑснӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

«Инвестици ӳсӗмлӗхӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейи ТОП-10 регионсен йышӗнче. Инвестици хывассипе ытларах пысӑк предприятисенче пулни сисӗнет», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Надежда Столярова.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Строительство пайӗнче, халӑха ӗҫ укҫипе тивӗҫтерессинче те кӑтартусем аванах пулса пынине асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/20/chav ... accejri-to

Паллӑ, программӑсем пур, апла пулсан, вӗсене тӗпе хурса ятарлӑ тухҫлӑ план йышӑнса хӑварни вырӑнлӑ тесе сӑмаха пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Ачасене аталанса вӑй илсе пыма хӑтлӑ условисем йӗркелесе парас ыйту та кулленех кун йӗркинче пулмалла», - тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

«Калӑпӑр, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ тапхӑрта ачасене гуманитарлӑ пулӑшу пама 75 млн тенкӗ уйӑрнӑ», - тесе сӑмаха малалла тӑснӑ «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Вӗсем туххӑмрах йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшма пикеннине те асӑннӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пуҫаруллӑ проектсем те туххӑмрах пурнӑҫа кӗрсе пыма пуҫлӗҫ, ачасем хӑйсене валли паха ӗҫсем суйласа илме вӗренӗҫ», – тесе сӑмаха пуҫланӑ республикӑра форума пухӑннӑ ҫамрӑк ачасене саламланӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Анчах юлташӑмсем халӗ мана сӑмаха хутшӑнтарма мар, асӑрхамаҫҫӗ те, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Арҫен куҫӗпе, ӑна темле сехре «автомашина фарипе» кӗретленсех курӑннӑ пек, малтан эрех тултарнӑ Кӗркури стаканне, унтан хӑй стаканне тӑнн та тӑнн! тирӗнчӗ, тутисем тем каласшӑн мӑкӑль-макӑль турӗҫ, юлашкинчен куҫне аяккалла тартрӗ те сӑмаха вӑлт! пӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Шултӑрканӑ сӗтел тавра ӗҫ ҫи-пуҫӗпе «катемпиленнӗ» ҫынсем йӑввӑн ларса тухнӑ та темле ыйтӑва, ытлашши сӗрӗлтетмесӗр, сӑмаха шӑлтӑр-шалтӑрах авӑрттармасӑр, чӑнласа, апла та капла ҫавӑркаласа, шӗкӗлчесе тӗшӗлеҫҫӗ, пиҫсе ҫитнӗ шухӑшӗсене, килӗшсе татнӑ сӑмаха хут ҫине куҫарса ҫыракан та пур.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анчӑк ҫав-ҫавах малтанхи татӑҫусӑр кӑмӑлне яриех уҫмасть-ха: манӑн кашни сӑмаха, кашни хусканӑва тӗрӗслӗх али витӗр алласа ӑшне хывать пулас.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Хӑв та ӗнтӗ малашне сӑмаха «алласа», ҫиччӗ виҫсе, виҫҫӗ манерленсе калаҫ, ӗреткӗсӗрринчен, ипсӗрринчен асӑрхан: таса шыва аякка тӑкмаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юратнӑ кинӗ ҫапла тӑруках пӑрахса тухса кайни Павӑл амӑшӗшӗн те ҫу кунӗнче кӗрхи хура тӑм ӳкнӗ пекех пулчӗ; самай сулхӑнланса, аптӑравпа касӑлса, ҫакӑншӑн ывӑлне хӑйне айӑп туса, ӑна сӑмаха яланах пуҫ тавра ҫавӑрттарса, виҫеллӗ, вырӑнлӑ сыпӑнтармалли ҫинчен аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мӗнле сарӑмсӑр, ӑспа виҫмесӗр шухса ӳкернӗ сӑмаха йывӑра илчӗ-ши Лена?? — чун-чӗрипе тӑрмаланса ӳпкелешрӗ вӑл пӳлӗм тӑршшине каллӗ-маллӗ вуншар хут та утса тухнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Аса илмелли, паллах, нумай, — васкамасӑр пуҫларӗ вӑл, кашни сӑмаха «вунна» ҫеҫ лектерекенскер, асра юнлӑ-вутлӑ вӑрҫӑ сукмакӗ-тумхахӗсем йӗрлесе.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫкаласа, пуҫа ухтаракан та устаракан тостсем каласа, чӑн сӑмаха шӳтпе те тутлӑлантарса, кулкаласа та ҫиҫкелесе, черккесемпе стакансен тӑррисене таткаларӗҫ, ҫырткаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, Ула Тимӗр панӑ сӑмаха тытрӗ, йӗркеллех учительте ӗҫлеме пуҫларӗ, кил-ҫуртне те юхӑнтарса ямарӗ, ҫӑтӑр-ҫӑтӑрах тытрӗ, анчах хӑраха, урҫана юлса, пат пӗччен, камантайла та аскетла пурӑнса, вунӑ ҫул хушшинче шалтан самаях улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, Ула Тимӗрпе Полина пӗр вӑхӑт панӑ сӑмаха тытса пурӑнчӗҫ, анчах ку нумая пымарӗ: вӗсен чӑтӑмлӑх пружини, майӗпен тӑсӑла-тӑсӑла, каллех татӑлса пантлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех