Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмаха (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юлашки ҫулсенче ҫурт-йӗр хӑпартассипе строительствӑра тӑрӑшакансен хӑвӑртлӑхӗ курӑмлӑнах ӳссе пынине палӑртнӑ сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Куҫарса пулӑш

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Сӑмаха тытаятӑр пулсан кӑна шантарӑр.

Давайте обещания, только если уверены, что сможете их выполнить.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсемпе пӗрле хар тӑрса ӗҫлесен, кӑмӑл-туйӑм та ҫӗкленӗ, хастартарах ӗҫлеме пуҫлӗҫ», – тенӗ сӑмаха ҫавӑрса Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Орфографипе ӗҫлекенсен те, ман шутпа, вӑл е ку сӑмаха пӗрле е уйрӑм, дефиспа е дефиссӑр ҫыртарассипе мар хӑйӗн вӑхӑтне пӗтермелле, ачасене «путсӗр» сӑмаха мӗншӗн ҫапла ҫырмаллине ӑнлантарса парассипе тимлӗх уйӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Пирӗн патра, тури чӑвашсем патӗнче, ку сӑмаха «потяк» ([пот'ак]) теҫҫӗ — вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ку сӑмаха эпир вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑран, вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнмасть: путлӗ, путсӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ку таранччен Таранов кашни утӑмрах ҫав сӑмаха асра тытнӑ темелле: хӑйне усал тӑвакана хирӗҫ ҫӑвар та уҫман.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку сӑмаха шӳтлесе каларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫапла, ҫавӑн пек пысӑк ӗҫ турӑмӑр, — «пысӑк» сӑмаха тӑсарах каласа витлешрӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов шухӑшӗ Сулагаев тавра ҫӑмхаланчӗ: тӗрӗс сӑмаха уҫҫӑн калама май пулманран кӑна ҫырма пӑрахнӑ-ши хайхискер?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Илем» тенӗ чух Достоевский «совӗҫ» сӑмаха та — эс совӗҫе нит тесшӗн-ха — асра тытнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫав-ҫавах лӑпланаймарӗ: «Ӑҫтан персе ятӑм ҫав тӗлсӗр сӑмаха?» — тесе ӳпкелешекенскер алӑк хӑлӑпне тытма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл кашни сӑмахах хӑлхине чикмест, мӗнлерех ҫын калать ҫав сӑмаха — чи малтан ҫавна шута илет.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ман нихӑш сӑмаха та хӑлхана чикмеҫҫӗ — кирек хӑҫан та хӑйсеннех переҫҫӗ. Кама хывнӑ-ши вӗсем, кама?»

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑслӑ сӑмаха хӑлхана чикрӗ тетӗр-и йытӑ?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку сӑмаха чӑнласах каларӗ пуль Маринэ, ҫапла шухӑшлама сӑлтавӗ пур Тарановӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Нӗрсӗр» сӑмаха пачах ан асӑнӑр, — ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине ӑшшӑн пӑхкаларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑмӑлсӑрланнӑ, тарӑхнӑ самантсенче вӑл кирек хӑҫан та «шӗвӗртни» сӑмаха ҫӑвар туллин ҫавӑрттарса хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавнашкал куличчен хайхи сӑмаха чӗре варрине ӗмӗрлӗхех вырнаҫтарса хума тӑрӑшасчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех