Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыхлас (тĕпĕ: сыхла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствипе пӗрле ӗҫе йӗркелесе тӑмалла тата 2023 ҫул вӗҫнелле Республикӑри клиника больницин больница комплексӗн тата Республикӑри ача-пӑча клиникин сиплев корпусӗн проекчӗсене, патшалӑх экспертизин лайӑх пӗтӗмлетӗвне илсе, туса пӗтерессине тивӗҫтермелле.

Минстрою совместно с Минздравом Чувашии необходимо скоординировать работу и обеспечить к концу 2023 года завершение разработки проектов больничного комплекса Республиканской клинической больницы и лечебного корпуса Республиканской детской клинической больницы с получением положительного заключения госэкспертизы.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Пандеми вӑхӑтӗнче те эпир сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантармалли плана пурнӑҫласа пытӑмӑр тата ӑна малалла тӑсатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ҫавӑнпа та вӑрмана пушартан, ӑна усӑсӑр касса пӗтересрен сыхлас йӑла кашни ҫыннӑн сӑваплӑ тивӗҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вӑрнар ен территорине санитари тӗлӗшӗнчен сыхлас енӗпе ирттерекен мероприятисен Комплекслӑ планне тӳрлетӳсем кӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Вӗсене илме Спаскавпа Ватрас пасарӗсене каяс — ытла аякра, усламҫӑсем сутса ҫӳренине сыхлас — ик-виҫ хут хаклӑрах ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та вӑрмана ҫав хӑрушӑ тӑшмансенчен сыхлас ӗҫре кӑткӑ пек паттӑрри ҫук», — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Степан Лукич ун чух.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ахальтен мар-тӑр обществӑн асӑннӑ организацийӗн пуҫлӑхне Ольга Зайцевӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин Пациентсен правине сыхлас енӗпе ӗҫлекен канаша ертсе пыма шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Анчах хамӑр ҫӗршыв чиккине сыхлас ӗҫре Кампур кирлӗ пулсан, эпӗ ӑна паянах ӑсатма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Эпир ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва малашне тата ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме, экономикӑна лайӑхрах аталантарма тӑрӑшӑпӑр, вӗренӳ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, культура, спорт тӗлӗшпе пӗрне-пӗри пулӑшса малалла утӑпӑр тесе калаҫса татӑлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Крымпа Севастополь ертӳҫисем пирӗн пата килӗҫ // И.КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 1 с.

Халӑх сывлӑхне сыхлас, медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас тӗлӗшпе «Единая Россия» партин халӑх программинче пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен сывлӑхӗ – чи кирли // Ю.Михайлов. http://kasalen.ru/2022/09/02/c%d1%8b%d0% ... %bb%d0%b8/

Маргарита Ивановна Федорова сывлӑха сыхлас ӗҫре 40 ҫул ытла тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Эпир РФ «Ветерансем ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн район администрацийӗпе, ял тӑрӑхӗсемпе, социаллӑ хӳтлӗх пайӗпе, социаллӑ страховани фончӗпе, пенси фончӗн клиент службипе, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, культура тата спорт учрежденийӗсемпе, обществӑлла организацисемпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлесе пыратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Нумай ҫул халӑх сывлӑхне сыхлас тытӑмра тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Вера Николаевнӑна пӗрре мар Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Кунта ӗҫлекенсем яланхи пекех право йӗркине сыхлас, профилактика ӗҫӗсем тӑвас енӗпе тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

«Правӑна сыхлас ӗҫ-хӗл» специальноҫпа икӗ ушкӑн вӗренме тытӑннӑ.

По специальности «Правоохранительная деятельность» начали обучаться две группы.

Колледжра пулас полицейскисене вӗрентсе кӑларӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32809.html

Чӑваш Республикин «Сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси» патшалӑх программин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене Пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗ тӑвассине йӗркелесси» ҫум программи

Подпрограмма «Организация обязательного медицинского страхования граждан Российской Федерации» государственной программы Чувашской Республики «Развитие здравоохранения»

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Чӑваш Республикин «Сывлӑха сыхлас ӗҫе аталантарасси» патшалӑх программи

Государственная программа Чувашской Республики «Развитие здравоохранения»

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Сывлӑха сыхлас ӗҫ енӗпе татса памалли ытти ыйтусем

Другие вопросы в области здравоохранения

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Сывлӑха сыхлас ӗҫ

Здравоохранение

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Пирӗн пӗр-пӗрне хӳтӗлес пулать, кирлӗ пулсан сыхлас та пулать, Тукай мӑрса.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех