Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сысни (тĕпĕ: сысна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шишкинӑн тинӗс сысни вилсе кайнӑ.

А у Шишкина морская свинка сдохла.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Манӑн тинӗс сысни вилсе кайрӗ, эпӗ ӑна виҫӗмкун кӑна сутӑн илнӗччӗ, вӑл пур — хӑйӗн задачисемпе ҫулӑхать!

— У меня морская свинка подохла, я ее только позавчера купил, а он тут с задачами лезет!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Халӗ вӑл Маклай сысни! — кӑшкӑрчӗҫ папуассем пур енчен те.

Теперь это свинья Маклая! — закричали со всех сторон папуасы.

Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑрман сысни, пысӑкскер, асав шӑлӗсене кӑларса тӳрех сунарҫӑсем еннелле чупать, вӑл, вут-ҫулӑм лаптӑкӗнчен тухса, хаярланса, хӑраса кайнӑ.

Большая дикая свинья с оскаленными клыками бежала прямо на охотников, вырвавшись из полосы огня, она мчалась разъяренная и испуганная.

Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Вӑрман сысни е тиболь те пули илсе таврӑнсан пачах начар пулмӗччӗ.

Принести кабана или хотя бы «тиболя» было бы совсем неплохо.

Вӑрҫӑ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Сасса илтнипе, чӑтлӑхран пӗр кӗтӳ вӑрман сысни чупса тухрӗ — вӗсем ҫывӑхрах, юр айӗнче апат шыраса ҫӳренӗ пулмалла.

На шум из зарослей выбежали целым стадом кабаны — они брели невдалеке, видимо в поисках корма под снегом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хир сысни кайӑкҫӑ ҫине сиксе ларать те, кунӑн хырӑмне ҫурса, вӗлерсех пӑрахать, хӑй те ҫавӑнтах ӳксе вилет.

Кабан бросился на охотника, спорол его до смерти, да и сам тут же издох.

Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫав кӗркуннех ӑна икӗ ҫулхи хир сысни ҫурса пӑрахнӑ.

И в ту же осень секач кабан спорол его.

Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ ҫитнӗ ҫӗре хир сысни каҫнӑччӗ ӗнтӗ, унтан-кунтан анчах карт-карт турткаланса, чӗтренсе выртатчӗ.

Когда я подошел, кабан уже был мертвый и только то там, то тут его пучило и подергивало.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Персе ярсан, хир сысни хартлатса сулӑнса кайрӗ те пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ҫӗре персе анчӗ.

И кабан захрипел, зашатался и всей тушей тяжело хлопнулся наземь.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Мана курсан, хир сысни ман ҫине пыра пуҫларӗ.

Когда кабан увидал меня, он сунулся ко мне.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни харт! турӗ те, ҫавӑрӑнса, чӑтлӑх тӑрӑх шатӑртаттарса чупса кайрӗ.

Кабан хрюкнул и затрещал прочь от меня по чаще.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни хартлатса вӗшле йытӑ ҫине сиксе ларма тӑчӗ.

Кабан захрюкал и посунулся на гончую.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Булька хир сысни патне ҫитсе унпала кӗрешме тытӑнчӗ иккен», — тесе шухӑшлатӑп хам.

Я так и думал, что теперь Булька добрался до него и возится с ним.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сасартӑк йытӑсем хытӑрах вӗрсе ячӗҫ; ҫавӑнтах тата темӗскер хыттӑн шартлатрӗ те, хир сысни пашлатса хартлата пуҫларӗ.

Вдруг я услыхал, что собаки громче залаяли, что-то сильно затрещало, и кабан стал отдуваться и захрипел.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни йытӑсемпе кӗрмешсе, чӑтлӑхра ҫатӑртаттарни те мана илтӗне пуҫларӗ.

Мне уже слышен был треск по чаще; это ворочался кабан с собаками.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни манран инҫе те марччӗ ӗнтӗ.

Уж я был близко от кабана.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ку каюҫӑн эпӗ вӑрман тӑрӑх нумайччен чупса ҫӳрерӗм, анчах хир сысни ҫулне пӳлме ниепле те мана май килмерӗ.

В эту охоту я долго бегал по лесу, но ни разу мне не удалось перебежать дорогу кабану.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хир сысни тарса пырать пулсан, йытӑсем, хӑйсене хӗненӗ чухнехи пек, йынӑшса вӗреҫҫӗ; чарӑннӑ пулсан, вӗсем ҫынна вӗрнӗ пек вӗрсе уласа яраҫҫӗ.

Если он бежит, то собаки лают с визгом, как будто их бьют; а если он стоит, то они лают, как на человека, и подвывают.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йытӑ вӗрнӗ сасӑ тӑрӑх хир сысни чарӑннипе-чарӑнманнине аван пӗлме пулать.

По лаю собак можно знать, стал ли кабан, или бежит.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех