Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл сарлака пурлӑх урлӑ каҫрӗ, Качака айлӑмӗнчен иртсе Хура Хир сысни пӳрчӗ патне тухрӗ.Он пересек обширное болото, обогнул долину Коз и выбрался к хижине Черного Вепря.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
— Манӑн Хир сысни патне каймашкӑн чун туртмасть тӗк — эппин, мана унта нимӗн те хӑратмалла мар».— Раз мне к Вепрю идти не хочется, ясно, что там мне ничто не грозит».
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
— Халӗ кай, большевиксен сысни, ӗҫле!
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унпа та пулин ӑнмарӗ вӗт-ха ӑна, сысни ҫав каҫах ҫӑвӑрланӑ, анчах ҫакна никам та кӗтмен, пӗлмен.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл каланӑ тӑрӑх ман ӳт ҫинче пысӑк путӑк-шӑтӑксем курма пулать; пит тӗсӗнче куҫа пит те илемлӗ мар туйӑнакан темиҫе тӗс пӗрлешсе тӑрать, сухал пӗрчисем хир сысни шӑртӗнчен вунӑ хут хулӑн туйӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн сӑн-сӑпачӗ самантлӑха ҫылӑхсӑр пӗчӗк ачанни пек пулчӗ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑнах вӑл, тутисене тӑп тытрӗ те, йоркшир сысни пек хӗрлӗ ӳтлӗ мӑнтӑр хӗрарӑмӑн ҫарамас ҫан-ҫурӑмне хупласа тӑракан амурсем ҫине, мачча ҫине вӑтанчӑклӑн куҫне ҫӗклерӗ.
Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.
Сысни ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, уншӑн пулсан пурпӗрех.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унта, ҫинҫе пралукран карса тунӑ ҫӗрте, тӑватӑ урине те хӑй айне туса, тинӗс сысни ларать, вӑл ниҫта та хускалмасть, пӗр пӗчченех, шӑрчӗсем ҫӗкленнӗ, тути вара хӑй сарнӑ улӑм ҫинелле усӑннӑ.
II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӑянамун сысни хӑлхине чӑн та силлерӗ-и вара?
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Лавҫа каллех хӑй мӗнле авланни тата пӑянамӑшӗн ӑслӑ сысни ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Вырӑс сысни!
Тытӑҫу // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Сысни выртать, ҫурисем вара ӑна ӗмеҫҫӗ.
Сыснасем // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Эх, сысни мӗн тери лайӑхчӗ!
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Смурый салтака ячӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫнелле пытарса, хир сысни пек шӑртсене тӑратса, шӑлӗсене хӑрушшӑн йӗрсе пӑрахса халӑх патнелле пыма тытӑнчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Акӑ салху пьянцӑн, кимӗпе ҫӳрекен Фермановӑн ҫӳҫлӗ пуҫӗ чӳрече витӗр усӑнчӗ; вӑл кӳпчесе хӗсӗнсех кайнӑ куҫӗсемпе хӗвӗше пӑхать те, хир сысни пек нӑрӑклатать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тинӗс сысни сӗтӗрсе кайӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Йӗрлевҫӗсене улталас шутпа улӑм ҫӑпатасем, кӗҫҫе ҫӑпатасем сыраҫҫӗ, упа е хир сысни, ӗне е лаша ури йӗрне хӑваракан пушмаксем тӑхӑнаҫҫӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӑнтарӑн сысни ачасен аллинчен вӗҫерӗнсе тарас шанчӑкне ҫухатнӑ пек ҫухӑрать.Бедное животное, судя по его визгу, не чаяло, как вырваться из мальчишеских рук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Амӑшӗ хӑйӗн ӗҫӗсене тума тытӑнать, Костя тимӗр шапана тӑрантарать те тинӗс сысни валли читлӗх тумалли ҫинчен аса илет, вара читлӗхпе аппаланма пикенет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.