Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки сыпӑкне вӑйлатса, accent circonflex-па, ҫунатланса французла каланӑ ун сӑмахӗсем мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Мӗншӗн ман йӑхӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкне Куҫнӑ чӗлӗме ватса тӑкрӗ-ха Тынэт?— Вот зачем Тынэт трубку разбил, которая перешла в четвертое колено рода моего?
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ман йӑхӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкне куҫнӑ чӗлӗме Тынэт ватса пӑрахрӗ!..Тынэт трубку разбил, перешедшую в четвертое колено рода моего!..
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗлетӗн-и эсӗ, ҫак чӗлӗм ман йӑхӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкне куҫнине?..Знаешь ли ты, что эта трубка в руках уже четвертого колена рода моего?..
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мӗне кура, мӗне ӑнланса, мӗнле пысӑк шухӑш тытса алӑ ҫӗклеме хӑйнӑ-ши Мускав чул летопиҫӗн страницине ҫапла яланлӑхах чӗрсе пӑрахмашкӑн, ҫук-ха, харӑсах темиҫе страницине, пӗр пӗтӗм сыпӑкне, тӑпӑлтарса ывӑтмашкӑн паянхи пек ҫав архитектор?!
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Сыпӑк ҫурӑлса кайсан, ҫывӑхри блокпост систернипе, насуссем ӗҫлеме чарӑнчӗҫ, траншейӑсене тепӗр хут алтса, нефтепроводӑн ҫурӑлнӑ сыпӑкне ҫӗннипе улӑштарчӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун чухне пролива трубопроводӑн пӗрремӗш сыпӑкне те хуманччӗ-ха, ӗҫ халь ҫеҫ йӗркеленме пуҫланнӑччӗ, ӗҫре ҫитменлӗхсем питӗ нумайччӗ, ӑнӑҫусем сахалччӗ, ҫапах та палӑртса хунӑ вӑхӑтра Новинска нефть юхса пырассине ҫынсем шанса тӑратчӗҫ: Новинска нефть срокчен ҫитет, пӗр кун пулсан та, ҫапах та малтанрах ҫитет! тетчӗҫ вӗсем.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Акӑ вӑл васкаса трубопроводӑн шанчӑклӑ пек мар туйӑннӑ сыпӑкне пӑхса тухать, унӑн атти траншейӑран кӑларнӑ ҫемҫе ҫӗр ӑшне путать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Умара, ҫӗр ҫинче выртса, труба сыпӑкне шӑратса сыпать.Умара лежал на земле и вел потолочную сварку двух звеньев труб, они сращивались на глазах.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Акӑ ман патӑмра Умара Магомет тӑрать, вӑл икӗ сехет каялла хӑй аллипе вӑтӑр километр тӑршшӗ тӑсӑлакан трубопроводӑн юлашки сыпӑкне шӑратса сыпрӑм, тесе пӗлтерчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мӗнле пулсан та лебедкӑсемпе, вӗренсемпе тата виҫӗ автомашинӑпа ӗҫлесе, трубопроводӑн иккӗмӗш ретӗн юлашки сыпӑкне пролива ярса вырнаҫтарчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тем пысӑкӑш трубопровод сыпӑкне ҫынсем халтан кайсах вак патне шутарса пынине Силин чӗрине ыраттарса сӑнаса тӑчӗ.Силин терзался, наблюдая, как надсаживались люди, по сантиметру подвигая к проруби стальную махину.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫӳхелнӗҫемӗн ҫӳхелсе пыракан пар трубопровӑдӑн шыва яма ӗлкӗреймен тем пысӑкӑш сыпӑкне чӑтаймасӑр, кашни минутрах ишӗлсе анма пултарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Утрав енчен Ковшов трубопроводӑн пирвайхи тӑрӑхӗн юлашки сыпӑкне хурса вырнаҫтарнӑ кун Тополев вара типӗ ҫӗр енчен иккӗмӗш ретӗн икӗ сыпӑкне шыва антарчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫывӑрнӑ чухне тӗлӗкре те вӑл кӑнтӑрлахи ӗҫсемпе аташса выртать: участоксенче ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен Гречкин доклад туса панине итлет, микрофон тӑрӑх Мельникова шӑратса сыпма чаратӑп тесе кӑшкӑрать, е пролива пӑр ҫине трубопроводӑн черетри сыпӑкне шыва янине сӑнама чупса каять, е Филимоновпа пӗрле насусӑн пӗр-пӗр пайне салатса пӑхать, е ҫӗр чавнӑ ҫӗре шӑтӑка анса, шӗвек хура ылтӑн усрамалли вырӑнта нефть сӑрхӑнтарман си тума вӑхӑт ҫитнипе ҫитменнине тӗрӗслет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шыва яма хатӗрлесе ҫитернӗ трубопроводӑн тӑваттӑмӗш сыпӑкне курткӑпа питӗрсе лартнине Карпов тупнӑ хыҫҫӑн листовка хӑрушлӑх пурри ҫинчен систерсе ҫырчӗ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе кун иртсен, шыв айӗнчи траншея татах тепӗр километр тӑршшӗ тӑсӑлчӗ, пролив пӑрӗ ҫинче тӑваттӑмӗш сыпӑк хутшӑнчӗ, изолировщиксем виҫҫӗмӗш сыпӑка тасатса битумпа сӗрчӗҫ, иккӗмӗш сыпӑкне вара трактористсемпе туртса килчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак ответлӑ ӗҫе малтанах шухӑшласа хунӑ, сӑнаса пӑхнӑ, халӗ вара трубопровод сыпӑкне шыва ярасси хӑвӑрт, Алексей аллине сулнӑҫемӗн, унӑн секундомерӗ кӑтартнӑ пек пулса пычӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Трубопровод сыпӑкне икӗ вӗҫӗнчен те металран тунӑ плитасемпе тӗплӗн хупласа лартрӗҫ.С обоих концов секцию заглушили толстыми, как телеграфный столб, деревянными заглушками.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпир ӗнтӗ иккӗмӗш сыпӑкне пӗтеретпӗр!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.