Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухан сăмах пирĕн базăра пур.
сухан (тĕпĕ: сухан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗлӗ тултарнӑ хутаҫҫине Янтул ула лаша ӳречи ҫине уртса ячӗ, пӗр ҫӑкӑр, ҫур шӑрттан, темиҫе тӗп сухан илчӗ те ут утланса Шурчаран тухса кайрӗ.

Яндул приторочил к седлу пегой лошади мешок с овсом, караваем хлеба, половинкой ширтана и несколькими луковицами, вспрыгнул на коня и тронулся в путь.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялсем хушшинче шӑв-шав тапрантӑр кӑна, вӑл сӗлӗхсене Янтул сухан мӑйи пек ҫакса тухӗччӗ.

И если начнутся волнения в окрестных деревнях, он не задумываясь повесит этих кровососов как луковую плетеницу.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗрне ҫаксан, сухан мӑйи пек, виҫсӗмӗр те пӑр каштаран ҫакӑнатпӑр.

Подвесят одного, как луковую плетеницу, к шесту — остальных двух рядом пристроят.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳлӗк ҫинчен пӗрер пуҫ сухан илчӗ.

С полки достал большую луковицу.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ мар, Яка Илле ухмаха ернӗ! — тесе Мултиер арӑмне ыталама хӑтланчӗ те сухан йӑранӗ ҫине ярса пусрӗ.

— Не приснилось и не спятил я, это Илле спятил! — Мульдиер озорно обнял жену, наступив на грядку с луком.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ну-и сухан та эй.

— Ох и злой лук!

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сухан чӑмласа пыракан Ивук куҫне шӑлкалать.

Ивук на ходу жует лук и трет глаза.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Павӑл Ухтиван ҫине ҫав тери пысӑк япала ҫине пӑхнӑ пек кӑшт ҫӑварне карса та алчӑраса кайса пӑхса тӑнӑ хушӑра Ивук ҫенӗке кӗрсе тухрӗ, пахчана кайса темиҫе тӗп сухан ҫӑлса килчӗ.

Увидев Ухтивана, Павел уставился на него как на невидаль, аж рот раскрыл от удивления, Ивук тем временем успел сбегать в огород и вернулся с пучком лука.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сухан.

Лук.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тырӑсӑр пуҫне вӗсен сутмалли сухан, кишӗр, ҫӗрулми нумӑй пуҫтарӑнать иккен.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп патшалӑха сухан леҫтерем, — терӗ вара кӑштах тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑйсен ҫӗр лаптӑкӗнче купӑста, кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, хӑяр, помидор, сухан, ыхра туса илме кайнӑ тӑкаксен 30 процентне саплаштарма, сутӑннӑ кашни тонна пахча ҫимӗҫшӗн 2000-шер тенкӗ укҫа илме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑв тӗллӗн ӗҫлетӗн – патшалӑхран пулӑшу илетӗн // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%85a%d0% ... b5%d1%82e/

Унта та кунта лавсем ҫинче писменпе улма-ҫырла виҫе-виҫе сутаҫҫӗ, симӗс сухан е хӑяр суйласа ил — мӗн чухлӗ кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сухаллӑ «музыкантсем» хулпуҫҫи урлӑ сухан ҫыххисем ҫакнӑ, марш кӗвви майӑн вӗсене силлентерсе-чӑштӑртаттарса утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир Хусана ҫӳретпӗр: вӗренме те, сухан сутма та, тур амӑшне пуҫҫапма та…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Симӗс сухан сӗтеле илем кӳрет, тата — пӗр чашӑк услам ҫу.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑхран станцине сухан сутма тухаҫҫӗ, куҫӗсем пиҫсе хӗрелнӗ хӑшӗ-пӗрин, пӳрленеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эс пире уншӑн сухан кукли пӗҫерсе пар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тул ҫӑнӑхӗнчен тунӑ сухан кукли пӗҫернӗччӗ амӑшӗ, анчах ывӑлӗ тӗртӗнсе те пӑхмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Иртсе ларсам, кин, пӗрер татӑк сухан кукли ҫисе пӑхсам.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех