Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сухан сăмах пирĕн базăра пур.
сухан (тĕпĕ: сухан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чӗр сухан ҫи, иртсе каять, — хушать тултан кӗнӗ Виктор Андреевич.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫӑварта тутлӑ кӑшман натӑртатать, чӗрӗ сухан ҫатӑртатать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Эс, Виктор Андреевич, сухан шурат, сан намӑс ҫук, куҫна кӗрсен те макӑрмастӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӗтелӗ ҫине хӗл каҫиччен тӑвар каснипе сарӑхнӑ сысна сали, симӗс ҫеҫкеллӗ сухан тӑпӑлтарса хурать, чашӑкпа чӗр ҫӑмартасем пырса лартать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Халь те ак, ӑшаланӑ сухан шӑрши сӑмсана аякранах ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кутамккана ҫур ҫӑкӑр, темиҫе пуҫ сухан, пилӗк ҫӑмарта, улӑштарса тӑхӑнмалӑх кӗпе-йӗм, питшӑлли чикрӗмӗр те хытӑ ҫыхса лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫтаппан пичче хутаҫран ҫӑкӑр, симӗс сухан кӑларчӗ те: — Апатланар та каяр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Улля аппа пӗчӗк хутаҫа виҫ-тӑватӑ хӑяр, сухан, пиҫнӗ ҫӗрулми, ҫӑкӑр чикрӗ те мана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппапа иксӗмӗр ҫӗрулми шуратса пӗтертӗмӗр, чашӑк ҫине турарӑмӑр, анне ҫӗрулми ҫине тӳнӗ сухан, сивӗ квас ячӗ — пулчӗ пирӗн каҫхи апат.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне тӑвар килли ҫинче сухан тӗвет.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Паҫӑрхи хутаҫҫа анне, Иван пичче валли те пултӑр тесе, сухан та, ҫӑкӑр та ытларах чикрӗ, пиҫнӗ ҫӗрулми, кушелккепе табак, чӗлӗм хучӗ, вара хутаҫҫа ҫыхса мана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ хутаҫ, сухан йӑтрӑм, анне — икӗ чӗрес.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аппа пахчаран пӗр ывӑҫ сухан тӑпӑлтарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир аппапа каҫсерен сухан шӑваратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав кун эпир, аннепе иксӗмӗр, сухан кӑлартӑмӑр, ӑна йӑранӗ ҫинчех тасатрӑмӑр, типӗтрӗмӗр, вара ҫыхӑ тума кӗлет урайне сарса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӑкӑрпа сухан ҫиес килни те таҫта кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иван пичче унта шыв, сухан ярать — пулчӗ пирӗн апат, ҫиме тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хӑмаран ҫапса тунӑ сӗтел ҫинче симӗс сухан турать.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар турӑх ҫине симӗс сухан кӑна тураса ҫирӗ, ҫӑвас вырӑнне ҫав тирӗкех ӑшӑннӑ сӑрине ярса ӗҫрӗ те арӑмне тӑма калас тесе пынӑччӗ — шарламарӗ.

Михабар накрошил в турых-варенец зеленого лука и выпил; вместо мытья ополоснул чашу пивом и тоже выпил. Хотел сказать Укке, мол, пора, поднимайся, но не стал будить:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӗтел ҫинче хулӑн каснӑ ҫӑкӑр чӗллисем, хӑвӑл сухан, турӑх чашӑкӗсем.

На столе толсто нарезанные ломти хлеба, пучки зеленого лука, чашки с турыхом-варенцом.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех