Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яков Лукич пулӑшнипе ҫамрӑк агроном Ветютнев иртен пуҫласах ҫураки планне тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлет, тӗрӗсле-тӗрӗсле тӳрлетет, пырса ҫӳрекен казаксене ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗрлӗрен справкӑсем пара-пара ярать, ытти вӑхӑтне кӗлетсене кӳрсе паракан вӑрлӑха епле тасатнине тата имҫампа ҫунине сӑнаса ирттерет, сайра-хутрах, хӑй калашле, «ветеринарланса» та ҫӳрекелет: хӑшӗн те пулин чирленӗ ӗнине е сурӑхне эмеллеме кайкаласа килет.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Яков Лукич — Гремячири колхоз правленийӗн членӗ — вунтӑватӑ сурӑхне пӗр харӑсах пусса пӑрахрӗ.Поэтому и режет четырнадцать штук овец Яков Лукич — член правления гремяченского колхоза.
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӗвӗртсе хӑваратех ӗнтӗ вӑл леш сурӑхне.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
3. Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4. сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кидарӑн мӗнпур сурӑхне пухӗҫ сан патна; Неваиоф такисем саншӑн усӑллӑ пулӗҫ: вӗсене — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн, вара Эпӗ мухтавлӑхӑн Ҫуртне мухтава кӑларӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ ӑна Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ; 7. Хӑвӑн аллу мӗн пултарнӑ, ӑна ҫавӑн патши туса хунӑ; пурне те ӑна пӑхӑнтарнӑ: 8. пӗтӗм сурӑхне, вӑкӑрне, хирте ҫӳрекен тискер кайӑксене те, 9. вӗҫен кайӑксене те, тинӗсри пулӑсене те, тинӗс ҫулӗпе ҫӳрекеннисене те — пӗтӗмпе ӑна пӑхӑнтарнӑ.
Пс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн; 2. пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ, 3. чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ; 4. пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид ҫак ҫӗршыва тустарсах тӑнӑ, арҫыннине те, хӗрарӑмне те чӗррӗн хӑварман, сурӑхне те, вӑкӑрне те, ашакне те, тӗвине те, тумтирне те пӗтӗмпе турта-турта илнӗ; каялла таврӑннӑ, Анхус патне пыра-пыра кайнӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Идумея ҫынни Доик кайнӑ та священниксене тапӑннӑ, йӗтӗн ефод тӑхӑнса ҫӳрекенскерсене ҫав кун сакӑрвун пилӗк# ара вӗлерса тухнӑ; 19. Номвӑна та, священниксен хулине, хӗҫпе аркатса тӑкнӑ; арҫынсемпе хӗрарӑмсене, яш ачасемпе пӗчӗк ачасене, вӑкӑрне, ашакне, сурӑхне — пӗтӗмпе хӗҫпе касса тӑкнӑ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ҫӗрле кашнийӗ хӑйӗн аллипе хӑйӗн вӑкӑрне [е хӑйӗн сурӑхне] ҫавӑтса пынӑ та ҫавӑнта пуснӑ.И приводили все из народа, каждый своею рукою, вола своего [и свою овцу] ночью, и заколали там.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан Саул каланӑ: халӑх хушшине кайӑр та калӑр: кашниех хӑйӗн вӑкӑрне, хӑйӗн сурӑхне ман патӑма илсе килтӗр те ҫакӑнта пустӑр, вара ҫийӗрех, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха ан кӗрӗр, юнпа ан ҫийӗр, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. пӑру е сурӑх путекӗ, е качака путекӗ ҫуралсан унӑн ҫичӗ кун амӑшӗ ҫумӗнче пулмалла; саккӑрмӗш кунран пуҫласа унтан малалла вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳме юрӑхлӑ пулӗ; 28. анчах ӗнине — пӑруланӑ пӑрушӗпе, сурӑхне пӑранланӑ путеккипе пӗрле пӗр кунта ан пусӑр.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кам та пулин хӑйӗн ашакне е вӑкӑрне, е сурӑхне, е тата урӑх выльӑхне ҫывӑх ҫынни патне парса хӑварсассӑн, выльӑхӗ вилес пулсассӑн е амансассӑн, е ӑна тытса кайсассӑн, анчах ҫакна никам та куракан-тӑвакан пулмасассӑн, 11. илсе юлаканӗ «ҫын япалине аллӑмпа та тӗкӗнмерӗм» тесе Турӑ умӗнче тупа тутӑр; вара выльӑх хуҫин ҫакӑнпа ҫырлахмалла, лешӗн тӳлемелле мар; 12. хӑй патӗнченех вӑрласа тухас пулсассӑн, унӑн выльӑх хуҫине тӳлемелле пулать; 13. эхер те тискер кайӑк ҫурса пӑрахас пулсассӑн, ӗнентермешкӗн ҫурнӑ выльӑхне илсе пырса кӑтарттӑр: ҫурса пӑрахнӑ выльӑхшӑн вӑл тӳлемест.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака такисемпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — тата мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36. Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑварнӑ.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2