Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрисем ҫапӑҫура ывӑнса канма вырӑнаҫрӗҫ, теприсем хӑйсен суранӗсем ҫине тӑпра хураҫҫӗ, вӗсене ҫыхса лартма вилнӗ тӑшман ҫийӗнчен сӳсе илнӗ тутӑрсемпе хаклӑ тумтире ҫураҫҫӗ.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Капитан суранӗсем питӗ асаплӑ пулнӑ, анчах хӑрушӑ мар.
ХХII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ вӗсем ҫак тӗлӗнмелле вырӑнтан тухӗҫ те, вара мӗнпур чир-чӗрӗпе суранӗсем пӗтӗҫ, вар ыратни те иртсе кайӗ, теҫҫӗ.
Курорт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Анчах Остап, хӑйне йывӑр пулсан та, суранӗсем тем пек ыратсан та, тӑшмансем умӗнче пӗр хутчен те йынӑшман.Но ни одним стоном не показал Остап врагам, как трудно ему было да больно.
«Илтетӗп, ывӑлӑм!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӑл телейлӗ: вилнӗ те выртнӑ — ни суранӗсем ыратнине, ни ӑш хыпнине сисмест; пӗр шухӑш та ҫук, асап та ҫук, ним те пӗлмест.Как он счастлив: он не слышит ничего, не чувствует ни боли от ран, ни смертельной тоски, ни жажды…
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Алӑпа сӗртӗнсен суранӗсем тата хытӑрах ыратаҫҫӗ.
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Унӑн суранӗсем пурте тӳрленсе ҫитме пуҫланӑ иккен.
Буратино Карло ашшӗпе, Мальвинӑпа, Пьеропа тата Артемонпа пӗрле килне тавӑрӑнать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Йевта ракине хӑй валли илменччӗ; вӑл ӑна аманнисен суранӗсем ыратнине лӑплантарма илнӗччӗ.А ракию Евта взял не для себя, а для раненых, чтобы успокоить их боли.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Суранӗсем хӑрушӑ мар, авӑ, типсе те ларнӑ ӗнтӗ вӗсем.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Бикмуш мучи хуравламарӗ, куҫӗсене кӑшт уҫса, Ильсеяр ҫине пӑхрӗ те куласшӑн пулчӗ, анчах кулма пултараймарӗ, суранӗсем ыратнипе пӗтӗм ӳт-тирӗпе чӗтренсе илсе, куҫӗсене каллех хупрӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах поляксен суранӗсем ытла та чӗрӗ пулнӑ-ха, пӗр-пӗрине ӑнланса мирлешмелли вӑхӑт ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та вӑл, хӑйне сиввӗн ответлессинчен хӑраса, чарӑнса тӑнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Темиҫе кунтанах турат шӳсе кӳпчесе каять, ҫулҫӑсем тухаҫҫӗ, хуппи ҫинчи суранӗсем ӳт илсе хуҫӑк туратран тымарсем кайма тытӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗнесе пӗтернӗскер, куҫаракан лагерь карцерӗн шывпа сапса йӗпетнӗ урайӗнче выртса, суранӗсем ыратнине тӳссе, малтан тарса кайсан мӗншӗн ӑнманнин сӑлтавӗсене шыранӑ, тепре тарма плансем тунӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ӳксенех аманнӑ суранӗсем ыратнине тӳссе поезд иртсе кайиччен выртмалла пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Киносьян ку вӑхӑтра, тӳрленсе ҫитмен суранӗсем ыратнине тӳссе, шума хӑнӑхасшӑн тӑрӑшрӗ.Тем временем Киносьян, превозмогая боль незаживших ран, тренировался в ползании.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Киносьян суранӗсем вӑрахӑн тӳрленсе пычӗҫ, вӑл вырӑнтан вырӑна та аран-аран шукаласа куҫкалать.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Киносьян, хӑйӗн суранӗсем ыратнипе тӑрса ларма та вӑй ҫитерейменскер, ӗҫсӗр тӑма пултарайман юлташне йӑпатма яланах ӑшӑ сӑмахсем тупнӑ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Аманнӑ Лиходеев ефрейтор, хӑй ыйтнипе лейтенант ӑна пиҫиххипе ларчӑк ҫумнех ҫыхса лартнӑскер, суранӗсем ыратнипе шӑлӗсене шатӑртаттарса илет, е хӑйӑлтатса тухакан сассипе турра, нимӗҫсене, ҫанталӑка е юрпа шӑлӑнса ларнӑ ҫула вӑрҫса пырать, унтан тӑнран кайса хурлӑхлӑн йынӑшать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Вӑл суранӗсем ыратнипе питӗ тертленнӗ пулас, ҫапах та хайӗн тертне тӑшмансене кӑтартасшӑн пулмарӗ.Он, видимо, очень страдал от ран, но не желал, чтобы враги заметили его страдания.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.