Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пристань ҫинчен шурӑ тутӑрсемпе, карттуссемпе сулни ун чунне хумхатрӗ.
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Мӗн тени пулать вӑл алла ҫапла сулни? — тетчӗ Данил Макарович, пӗр чӑваш ученӑйне хӳтӗлесе.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Хӗр ятне илтсен, пилот ҫӑра куҫ харшисене пӗрчӗ, унтан вашт! ҫӳлелле ҫӗклерӗ те антарчӗ, — мана ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сулмаклӑн сулни аса килчӗ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Баймашкин тепӗр сыпкӑм сӑра тутанчӗ те, мӗнрен пуҫлам-ши тенӗ пек, хура куҫ харшисене хуллен сиктеркелесе илчӗ — мана, ун ҫине пӑхнӑ май, ӑмӑрт кайӑк сарлака ҫуначӗсене сулмаклӑн сулни аса килчӗ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Киремете сулни мӗне пӗлтерет?
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӑл трап еннелле аллипе сулни — тӗрӗс те типӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах Троцкий ҫине сулни ӑна сахал ӗнентерчӗ…
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пуҫа сулни — ҫирӗплетни пулать.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Алла ҫакӑн пек сулни хулана, тӑванӗсем патне таврӑнас, ҫак пылчӑкран тасалас ӗмӗте пӗтӗмпех сирсе пӑрахрӗ.Жест этот смахнул все надежды вернуться в город, к своим, выбраться из этой грязи.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Главнӑй бухгалтер, пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итленӗ хыҫҫӑн, хӑй килӗшнине кӑтартса пуҫне сулчӗ, кун пек пуҫне сулни пысӑк докладран та уҫҫӑн каласа пачӗ.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӗрмери тӑванлӑх пӗр-пӗринпе пӗр интерессемпе, пӗр хуралпа, пӗр коридорсемпе тата ҫуршар сехет хушши пулакан пӗр прогулкӑсемпе ҫыхӑнса тӑракан пӗр этажри пур камерӑсене те пӗрлештерет, прогулкӑсем вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр питӗ кирлӗ хыпара пӗлтерме, е камӑнне те пулин пурнӑҫне ҫӑлма пӗр сӑмах калани е алӑпа сулни те ҫителӗклӗ пулать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫавна май сывлӑх ҫине алӑ сулни - хамӑра хамӑр юратманниех.Поэтому, если махнут рукой на здоровье — значит мы не любим себя.
Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
- 1