Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

стени (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, пушанса юлнӑ ҫурт стени ҫинче, вилнӗ амӑшӗн пӗртен-пӗр сӑнӳкерчӗкӗпе юнашар, тӑлӑха юлнӑ сӗрме купӑс ҫакӑнса тӑрать пуль?

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Кремль стени ҫумӗнче Америка ывӑлӗн — Джон Ридӑн вилтӑприйӗ пур, — терӗ вӑл хурлӑхлӑрах сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Смоленскра вӗреннӗ, 1941 ҫулта Борис Васильев Воронежӑн Образцоври 5-мӗш №-лӗ вӑтам шкулӑн 9-мӗш класӗнчен (халӗ — 28-мӗш № вӑтам шкул, Фридрих Энгельс урамӗ енчи ҫурт стени ҫине Б. Л. Васильева асӑнса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ) вӗренсе тухнӑ.

Учился в Смоленске, в 1941 году Борис Васильев окончил 9-й класс воронежской Образцовой средней школы № 5 (ныне — средняя школа № 28, на здании со стороны улицы Фридриха Энгельса размещена мемориальная доска в память о Б. Л. Васильеве).

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

Сӑнасарах пӑхсан, урлӑ сакӑн малти стени ҫунса хуралнине астурӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пушар хуралӗн стени ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Медичи пурӑннӑ вӑхӑтра Тюильри керменне туса ҫитереймен (укҫа-тенкӗ ҫитменнипе унӑн тӑррине те витмен), вӑл хулан крепость стени тулашӗнче, тӑмран кӑларакан карьерсемпе хула тулашӗнчи темиҫе чаплӑ ҫурт хушшинче вырнаҫнӑ.

Так и не достроенный при Медичи дворец Тюильри (из-за нехватки средств постройка не была даже покрыта крышей) находился за крепостной стеной города, среди глиняных карьеров и нескольких загородных резиденций.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Час-часах чулсӑрт сакльӑн хыҫалти стени вырӑнне пулать.

Задней стеной сакли часто служит скала.

Крымра тинӗс хӗрринче пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӗн пурӗ курӑк стени хыҫне пытанчӗ.

Все скрылось за травяной стеной.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эс унта, Кремль стени ҫывӑхӗнчех, хӑҫан та пулин пулса курнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсене Кремль стени ӑшне пытарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Йывӑҫ ҫурт стени ҫине персе аннӑ, ун ҫине таянса тӑрать.

Дерево упало на стену дома и оперлось на него.

Ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35316.html

Вӑхӑтлӑха ҫакнӑ вараланчӑк электролампӑсен тӗксӗмрех ҫутинче каменщиксем пӳлӗм стенисене купалаҫҫӗ, штукатурсем малти стена ҫумне (металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус стени ҫумне ӗнтӗ) ҫыпӑҫтарса лартнӑ тимӗр сетка ҫине раствор сӗреҫҫӗ, плиточницӑсем юпасене «тумлантараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Канашри муниципаллӑ округӑн шалти ӗҫсен пайӗн ҫурчӗн стени ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%b0%d1% ... 80%d0%bda/

Шкулсенче, сыватмӑшсенче, социаллӑ учрежденисенче «Астӑвӑм стени» йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 9-мӗшӗ - Ҫӗнтерӳ кунӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61133

Винокуров урамӗнчи 26-мӗш «а» ҫурт стени ҫинче Вячеслав Винокуровӑн портречӗ пулӗ.

На стене дома №26 «а» по улице Винокурова будет размещен портрет Вячеслава Винокурова.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокурова ӳкереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34859.html

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурт стени ҫине Совет Союзӗн Паттӑрӗн портретне ӳкереҫҫӗ.

В Новочебоксарске на стене дома нарисуют портрет Героя Советского Союза.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокурова ӳкереҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34859.html

Кирук хыҫал стени патне утрӗ, унта ҫитме пилӗк утӑм ытла та пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шкул стени ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ чух та курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шурикпа калаҫни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Камран ыйтрӑн ӑна шкул стени ҫинчен антарма! — тет Тимӗркке пуян.

Куҫарса пулӑш

Тимӗркке пуян // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрех кӗленчине тӗппи пушатсан, мӑштӑк-мӑштӑк мӑштӑклакаласа, хӑшӑл-хӑшӑл хӑшӑлтаткаласа, упи-супи сӑмахлакаласа, ҫаксем киле пуҫтарӑнчӗҫ, анчах нихӑшӗ те пуш кӗленчене, усӑ курнӑ стакансене, апат юлашкисене, пуҫтарса, ҫӳп-ҫап бакне кайса пӑрахас тивӗҫе пуҫа илмерӗ (пӳлӗмӗн сулахай енчи стени ҫине «У нас самообслуживание» тесе ҫырса ҫапнӑ).

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех