Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

статьяпа (тĕпĕ: статья) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Вӗрентекенсем ачасене кирек епле хайлавпа е хаҫатри статьяпа мӗнле кӑсӑклантармаллине пӗлеҫҫӗ: малтан пуҫламӑшне вуласа параҫҫӗ, унтан интереслӗ вырӑнта чарӑнаҫҫӗ те малаллине ӑҫта тупмаллине калаҫҫӗ.

Учителя знают, как заинтересовать детей любым произведением или газетной статьей: сначала читают начало, потом останавливаются на интересном месте и говорят, где найти продолжение.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Чӑнах та, йӑнӑшман арҫын: Ольга Прокопьевна кӗтмен хӑнана тӳрех тӑватӑ статьяпа — киревсӗр сӑмахпа хӑртнӑшӑн, тапӑнса укҫа ыйтнӑшӑн, ҫын кил-ҫуртне пырса кӗнӗшӗн, хӗненӗшӗн — айӑплама йӗрке хуралҫисем патне ыйту ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех