Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

статьяна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Статьяна шанмасӑр йышӑннӑ, Херша вара черетлӗ хут вӑйлӑ критиклесе пӗлертнӗ, апла пулин те статьяпа кӑсӑкланассине ҫакӑ пӗрре те чакарман — пичетлесе кӑларнӑранпа ӑна икӗ миллион хут ытла пӑхнӑ.

Статья была принята с недоверием и вызвала очередную порцию критики в адрес Херша, что, тем не менее, не уменьшило интерес, проявляемый к статье, — с момента публикации её просмотрели онлайн более двух миллионов раз.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл London Review of Books-ра статьяна пичетленӗ, унта вӑл АПШ влаҫӗсем официаллӑ майпа пӗлтернӗ Усама бен Ладена чӑн та вӗлерни пирки иккӗленнӗ.

В мае 2015 года опубликовал статью в London Review of Books, в которой подверг сомнению официальную версию властей США о ликвидации Усамы бен Ладена.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Статьяна пирӗн ҫакӑн пек каласа пӗтерес килет: поэзи пулсан — вӑл Тилли юррисем пек пултӑр, унтан та вӑйлӑ, илемлӗ пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эпир хамӑр статьяна Хусанкайӑн «Кун-ҫул тӳпинчен» ятлӑ кӗнекине асӑнса пуҫларӑмӑр, ҫапах та ытларах «Тилли юррисем» пирки сӑмах вакларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Эпир хамӑр статьяна, хронологи йӗркине асра тытса, пӗрремӗш кӗнекерен пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак статьяна Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнипе тата «Хӑрпӑла пуҫламӑшӗнче» историллӗ кӗнекери материалсемпе усӑ курса хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хаҫатӑн кӑҫалхи октябрь — ноябрь уйӑхӗсенче «Ачасене ҫырма, вулама вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ» статьяна Раҫҫейри педагог тата наставник ҫулне халалланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Ҫак статьяна та ҫав ҫулсене халалласа ҫыртӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Статьяна вуланӑ чух пӗр май карта тӑрӑх асӑрхаса пырӑр.

При чтении статьи следите все время по карте.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Автор статьяна хатӗрленӗ май Википедири, «Вокруг света», bigpicture.ru тата opalion.ru сайтсенчи материалсемпе усӑ курнӑ.

При написании статьи автор использовал материалы с сайтов: Википедия, «Вокруг света», bigpicture.ru и opalion.ru.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Чӑвашла ҫакӑнти статьяна куҫарнӑ.

На чувашский язык переведена статья отсюда.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Тӗпчевҫӗсем романтика хутшӑнӑвӗсене халалланӑ 200 ытла статьяна тишкернӗ.

Исследователи проанализировали более 200 статей, посвященных романтическим отношениям.

Психологсем палӑртнӑ: пач урӑх кӑмӑллисем пӗр-пӗрин патне туртӑнмаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35947.html

С. Баруздин мана хистесех ҫыртарчӗ ҫав статьяна — пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене куҫарас ӗҫсем пирки.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Данилов-Чалдун манӑн «Чӑваш прози ҫинчен» ҫырнӑ статьяна асра тытать пуль, унта эп Чалдун пултарулӑхне уйрӑмах тишкернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫав статьяна пула «Сунтал» каярах юлса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӑт ҫав тунсӑх пирки ҫак статьяна хатӗрлетӗп те.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ку статьяна ҫырас шухӑш ӗнер Тимӗр Акташӑн статйине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

«Чӑвашри репресси» ятлӑ статьяна Елена Нарпи Бюлент Байрам ӑсчахпа пӗрле ҫырнӑ.

Статью «Репрессии в Чувашии» Елена Нарпи написала совместно с ученым Бюлентом Байрамом.

Чӑваш ҫыравҫин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35714.html

Ҫак статьяна тишкерсех уйрӑм статья хатӗрлеме пулать.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Ҫак статьяна, ҫак сӑмахсене тупса вуласшӑнах ҫавӑн чухлӗ журнал, ҫавӑн чухлӗ кӗнеке сарса пӑрахнӑ-и вӑл хӑй йӗри-тавра?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех