Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

станца (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ӗнтӗ станца пуҫлӑхӗ, ӗҫ мӗнле пулнине аса илсе, гусар юри чирленӗ пек тунине туйса илнӗ.

Теперь смотритель, соображая все обстоятельства, догадывался, что болезнь была притворная.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Юлашкинчен каҫ енне кайсан тин ямшӑк хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗчченех чӗрене ҫуракан хыпарпа ҫитсе станца пуҫлӑхне: «Дуня ҫывӑхри станцӑран та гусарпа пӗрлех малалла ларса кайрӗ», — тесе пӗлтернӗ.

Наконец к вечеру приехал он один и хмелен, с убийственным известием: «Дуня с той станции отправилась далее с гусаром».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ Дуньӑна гусарпа ларса кайма ирӗк панине хӑй те ӑнланман, мӗнле-ха вӑл ҫав таранччен суккӑр пулнӑ, ӑҫта кайнӑ пулнӑ ун чух унӑн ӑсӗ?

Бедный смотритель не понимал, каким образом мог он сам позволить своей Дуне ехать вместе с гусаром, как нашло на него ослепление, и что тогда было с его разумом.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл станца пуҫлӑхӗпе сывпуллашнӑ, ӑна хваттер панӑшӑн тата хӑна тунӑшӑн сахалах мар укҫа панӑ; Дуньӑпа та сывпуллашнӑ, ӑна ял хӗрринче ларакан чиркӳ патне ҫитиччен лартса кайма пулнӑ.

Он простился с смотрителем, щедро наградив его за постой и угощение; простился и с Дунею и вызвался довезти ее до церкви, которая находилась на краю деревни.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл пит савӑнӑҫлӑн калаҫнӑ, Дуньӑна та, унӑн ашшӗпе те чарӑна пӗлмесӗр шӳт тунӑ; юрӑсем юрланӑ, килнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсен ҫул ҫӳремелли хучӗсене почта кӗнекине ҫырнӑ, ҫапла тунипе ырӑ станца пуҫлӑхне ҫав тери кӑмӑла кайнӑ, лешӗн вара виҫҫӗмӗш ирхине хӑйӗн савнӑ иртен-ҫӳренӗпе уйрӑлас та килми пулса кайнӑ.

Он был чрезвычайно весел, без умолку шутил то с Дунею, то с смотрителем; насвистывал песни, разговаривал с проезжими, вписывал их подорожные в почтовую книгу, и так полюбился доброму смотрителю, что на третье утро жаль было ему расстаться с любезным своим постояльцем.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Чирлӗ ҫын станца пуҫлӑхӗ умӗнче ахлатнӑ, пӗр сӑмах та тенӗ пекех калаҫман, анчах та хӑй икӗ стакан кофе ӗҫсе янӑ тата ахлата-ахлатах кӑнтӑрлахи апат хатӗрлеме хушнӑ.

Больной при смотрителе охал и не говорил почти ни слова, однако ж выпил две чашки кофе и охая заказал себе обед.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Станца пуҫлӑхӗ ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине выртма сӗннӗ, чирлӗ ҫынна ыранччен ҫӑмӑл пулмасан, тепӗр кун ирхине С … хуларан лекӗр чӗнсе килме шутласа хунӑ.

Смотритель уступил ему свою кровать, и положено было, если больному не будет легче, на другой день утром послать в С… за лекарем.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Каҫхи апат ҫиме тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра лашасем те ҫитнӗ, станца пуҫлӑхӗ, лашасене ҫитермесӗрех, часах килнӗ ҫыннӑн кӳммине кӳлме хушнӑ, анчах, пӳртне каялла кӗрсенех, ҫамрӑк ҫын сак ҫинче ӑнсӑр пулса выртнине курах кайнӑ: ҫамрӑк ҫын пӗтӗмпе аптӑраса ҫитнӗ, пуҫӗ ыратнӑ, вӑл ниепле те кайма пултарайман…

Подали ужинать, между тем лошади пришли, и смотритель приказал, чтоб тотчас, не кормя, запрягали их в кибитку проезжего; но возвратясь, нашел он молодого человека почти без памяти лежащего на лавке: ему сделалось дурно, голова разболелась, невозможно было ехать…

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл станца пуҫлӑхӗн пӳлӗмнех кӗрсе ларнӑ, унпа тата унӑн хӗрӗпе савӑклӑ калаҫма тытӑннӑ.

Он расположился у смотрителя, начал весело разговаривать с ним и с его дочерью.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, пӗрре хӗллехи каҫ станца пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ кӗнеке ҫине йӗрсем туса ларнӑ, унӑн хӗре пӳлӗмре кӗпе ҫӗленӗ, ҫав вӑхӑтра тройка килсе чарӑннӑ та, черкес ҫӗлӗкӗпе, салтак шинелӗпе, шаль тутӑрпа чӑрканнӑ пӗр ҫын пӳрте кӗрсе лашасем ыйтнӑ, анчах лашасене вӑл вӑхӑтра пурне те ярса пӗтернӗ пулнӑ.

Три года тому назад, однажды, в зимний вечер, когда смотритель разлиневывал новую книгу, а дочь его за перегородкой шила себе платье, тройка подъехала, и проезжий в черкесской шапке, в военной шинели, окутанный шалью, вошел в комнату, требуя лошадей, но лошади все были в разгоне.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Станца пуҫлӑхӗ малалла хӑйӗн хуйхине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама тытӑнчӗ.

— Тут он стал подробно рассказывать мне свое горе.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Станца пуҫлӑхӗ тӑлӑппа витӗнсе ҫывӑрать; эпӗ килни ӑна вӑратрӗ, вӑл тӑчӗ…

Смотритель спал под тулупом; мой приезд разбудил его; он привстал…

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӑшӗ те хӑшӗ вилнӗ-и, тен, тесе те пуҫа шухӑш пырса перӗнчӗ, эпӗ … станца патне хуйхӑллӑ япаласем кӗтсе ҫывхартӑм.

Мысль о смерти того или другого также мелькнула в уме моем, и я приближался к станции … с печальным предчувствием.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Анчах, шухӑшларӑм эпӗ, ватӑ станца пуҫлӑхне улӑштарнӑ та-и, тен, ӗнтӗ; Дуня та качча кайнӑ пулӗ ӗнтӗ, терӗм.

Но, подумал я, старый смотритель, может быть, уже сменен; вероятно Дуня уже замужем.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ ватӑ станца пуҫлӑхӗн хӗрне аса илтӗм те, каллех ӑна куратӑп тесе, хӗпӗртесе кайрӑм.

Я вспомнил дочь старого смотрителя и обрадовался при мысли, что увижу ее снова.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Лашасем паҫӑрах хатӗр, анчах манӑн станца пуҫлӑхӗпе тата унӑн хӗрӗпе уйӑрӑлас килмест.

Лошади были давно готовы, а мне всё не хотелось расстаться с смотрителем и его дочкой.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ку санӑн хӗрӳ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ станца пуҫлӑхӗнчен.

- Это Ваша дочь? - спросил я у начальника станции.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Ей, Дуня, сӑмавар ларт та хӑйма илсе кил, — тесе кӑшкӑрчӗ станца пуҫлӑхӗ.

- Эй, Дуня, поставь самовар и принеси сметану, - крикнул начальник станции.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫамрӑкскер, кӑра ҫилӗллӗскер, эпӗ станца пуҫлӑхӗсем ҫине, вӗсем ман валли хатӗрленӗ тройкӑна чинлӑ улпута парсассӑн, питӗ кӳренеттӗм.

Будучи молод и вспыльчив, я негодовал на низость и малодушие смотрителя, когда сей последний отдавал приготовленную мне тройку под коляску чиновного барина.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫавӑнпа та станца пуҫлӑхӗсем манран питех именместчӗҫ, час-часах хам шухӑшпа хама тивӗҫлӗ пек туйӑннине те эпӗ вӑрҫса анчах илеттӗм.

Вследствие сего смотрители со мною не церемонились, и часто бирал я с бою то, что, во мнении моем, следовало мне по праву.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех