Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиссен (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула ҫапӑҫӑва хутшӑннине сиссен, Ваҫли пушшех чӑрсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫли айккинерех тӑнӑ ҫӗрте, каччӑсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса кайнине сиссен, хӑйсене ислетме май килнине тавҫӑрчӗ те ал айне лекекене чӑмӑрӗпе тӑрӑслаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркерен тухма хӑтланнине сиссен, шеллесе ан тӑр, пер!

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ хӑй ҫине сӑнасарах пӑхнине сиссен, хӗр чӗри картах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сиссен вара вырӑс ҫарне хирӗҫ тухмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микулайпа Укка пӗр-пӗрин патнелле ӑнтӑлнине сиссен (сисӗмлӗ ҫын ӑна сисмесӗр, куҫ пурри — курмасӑр тӑма пултарайман), икӗ ҫамрӑк пӗр-пӗриншӗн хыпса ҫуннине асӑрхасан Микулай ытлашши ӑслах маррине туйса илӗ те Укка — унран сивӗнӗ тенӗ Михапар.

Когда Михабар заметил (а не заметить этого, имея глаза и разум, было невозможно), что Мигулай и Укка неравнодушны друг к другу, он не стал этого выказывать, надеясь, что Укка сама поймет, что Мигулай не очень-то умный человек, и охладеет к нему.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашкӑрсем ҫывхарнине сиссен ҫапла канӑҫсӑрланаҫҫӗ вӗсем.

Волка, видать, учуяли, вот и всполошились.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑварне хӑй тарӗ юхса кӗнине сиссен тин вӑл ҫанни вӗҫӗпе ҫамкине шӑлса илет.

Почувствовав на губах соленую влагу — пот давно струился по его лицу, — он машинально вытер лоб рукавом и сказал себе решительно.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курайманнине сиссен вӑл ҫынна хӑйне часрах такӑнтарма тӑрӑшнӑ.

А стоило ему заметить в ком-нибудь недоброжелательство, он при первом же удобном случае расправлялся с ним.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыран каяссине пӗлсен, Ҫулне паян ӑсра йӗрле, Туя каймаллине сиссен, Малтан утне эс хатӗрле.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӑмах-юмах шалах кӗрсе кайма пуҫланине сиссен пӗри те тепри пӑрӑнса утатпӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Сиреньпе упа шанкри чечек ҫыххи илемӗ мӑшӑр асӗнче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/sirenpe-upa-shank ... enche.html

Ашшӗ сиссен ним айӑпсӑр ҫӗртен патак ҫиме пулӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавна сиссен Кумар хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисемпе ҫурҫӗр еннелле тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Кӑнтӑрла кураҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем сана, вара сиссен лашине урӑх яла тартса тейӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑтаннипе ниҫта кайса кӗме пӗлмен хӗр ача Ахтупай тӳрех хӑй патне пынине сиссен те йывӑҫ хыҫӗнчен тухмарӗ, питне ак аллипе хупласа каччӑ ӑна йӗплӗ сӑмахсемпе намӑслантарасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн куҫӗсем кӗтмен ҫӗртен уҫӑлчӗҫ те вӑл мана курать, анчах малтанхи пекех тата инҫетрен тейӗн — ҫав тери саланкӑрлӑн пӑхать; юлашкинчен, эпӗ телӗннине сиссен, Дюрок ҫаврӑнчӗ те — нимӗн каламасӑр малалла ҫул тытрӗ.

Его глаза внезапно открылись, он увидел меня, но продолжал смотреть очень рассеянно, как бы издалека; наконец, заметив, что я удивлен, Дюрок повернулся и, ничего не сказав, направился далее.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӑна ҫурчӗн ҫумӗпе чупса иртнӗ май кунта тӑракан темиҫе ҫынна асӑрхарӗ; вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, сигарине ҫӑварӗн пӗр кӗтесӗнчен теприне куҫаркаланӑ май, сисӗни-сисӗнми темӗнле шухӑшпа уйланнине, унтан уҫҫӑнах шӑтарасла пӑхнине сиссен ӑнланчӗ: ӑна паллаҫҫӗ.

Пробегая мимо гостиницы, он заметил несколько человек, стоявших тут, и по тому выражению внезапной мысли, с каким кое-кто из людей этих передвинул сигару в другой угол рта, рассматривая его открыто, в упор, он понял, что его узнали.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Ун хыҫҫӑн, паллах, Калюковӑн ялсенчи хӳрешкисене ярса илме май килӗ: вӗсем — хуҫалӑх тытса пурӑнакан хресченсем, хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссен те таҫта тӗнче хӗррине тарса ҫухалас ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ку анчӑксем пире сиссен — пӗтрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗ кун ӗҫе тухманнине сиссен ҫынсем кайса пӑхаҫҫӗ те виллине тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех