Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмен (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кампа ҫыхланнине сисмен, айванскер! — терӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла вӑхӑт самаях кайнине сисмен те, туйман та вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шавласа пынипе сисмен те, кӗҫех ҫул кукринчен сиксе тухнӑ лашана пырса ҫапӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Калаҫса пынӑ май вӗсем почтальон килне ҫитнине сисмен те.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрман ҫав ялсене сисмен хутра тӑшмансем пырса тапӑнасран хӳтӗлесе тӑнӑ.

Лес защищал от внезапных нападений врагов.

Хутӑш вӑрмансен зони мӗнле улшӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Завьялов Прохоровӑна урама ҫавӑтса тухрӗ; Завьялов хӑйӗнпе юнашар утса пынине, ӑна хулӗнчен тытнине Прохорова пачах та сисмен пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вассапа Якур сисмен те иккен, ҫил вӑйланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун хыҫҫӑн, ҫынсем сисмен чухне, Кӑпшар ҫырми урлӑ каҫрӗ те вӑрман ҫумне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ку ӗнтӗ никам сисмен вӑрттӑн шухӑш-туйӑм.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шухӑша путнӑ май сисмен те Тихӑн, алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте хӗвел пек хаваслӑ Васса кӗчӗ, тӳрех ачисем патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла аппаланса, тӗрмешсе ларнӑ май, сисмен те вӑл, вӑхӑт чылай иртнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эсир килнине сисмен те эп.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса, ҫакна сисрӗ пулин те, сисмен пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса, ҫаксем ҫинчен шухӑшланӑ май, сисмен те, кӑкшӑмри шыва шар-р! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кунта автор Каппель ҫинчен — чи тискер генерал тесшӗн пулнӑ, «лайӑх» сӑмах тӑшманшӑн вырӑнлӑ маррине туйман, сисмен.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Сӑмавар пекех вӗресе кайнӑ Энтрейпе арӑмӗ вӑл епле кӗрсе тӑнине те сисмен.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Сисмен хутран алӑ туртса ыратса килчӗ те, темиҫе вӗҫленмен шухӑш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса, хӗвӗшсе пӗр сӑмахпа тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Е тата шыв ҫинелле сисмен ҫӗртен ҫара ҫерҫи вирхӗнсе ансан, вӑл, ку мӗнле кайӑк иккенне чухласа ӗлкӗрейменскер, хатарлӑн кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтан — сисмен хутран — карт! туртрӗ алла.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех