Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисмен (тĕпĕ: сис) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑла лаши типӗ вутӑ лавне сисмен пекех ҫӑмӑллӑн туртать, пуҫне уха-уха утать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

«Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, мӗнле сисмен эпӗ ӑна? Мӗн тесе ӗненнӗ? Манран ухмах кам пултӑр!..» — шухӑшларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ку ыйтупа ҫыхӑниччен ҫыхӑнманни лайӑх, чиркӗве хирӗҫле сасӑланине пӗлсен, атте-анне килтен хӑваласа кӑларӗ тесе хӑраса, ыттисем сисмен хушӑра айккинелле тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫарӑр, эпӗ сисмен те эсӗр килсе кӗнине.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ҫынсемпе калаҫса тӑнӑ хушӑра, сисмен ҫӗртенех, Хветут пахчи хыҫӗнчен ҫӑра сӗлкӗш капланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сисмен, — терӗ Усеин-Сент кӑшт ҫеҫ кулса ямасӑр.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хам сисмен ҫӗртенех ҫак Хусан вӑрҫи вӑхӑтӗнче турхан тарҫи пулса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай яланхи йӑлипе таҫта ҫухалчӗ, вӗсем вырӑс сотникӗпе пӗрле ӗҫке ярӑнчӗҫ пулмалла, тимӗрҫӗ вара хӑй сисмен ҫӗртенех тӑлмачӑ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисмен.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сисмен те хам тӗлӗрсе кайнине.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ваҫук йытта кашни хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑнах тытса ачашлать, Кампур хуҫи ҫине кӑмӑллӑн пӑхкалать, сисмен хутран питӗнчен йӑпӑлт-япӑлт ҫулласа илет: «Хам та сана питӗ юрататӑп ҫав», — тенӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Катя кайнине эпӗ сисмен те.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хальччен сисмен пуль эс эп лайӑххине.

— А до этого был нехороший?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл хӑш вӑхӑтра тата ӑҫта тухса кайнине никам те сисмен.

Куда, в какое время он исчез — никто не заметил.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӑкӑртатса, мӑшлатса, Ҫӑпатине сапласа Ларнӑ ҫӗрте сисмен те, Ҫын килнине пӗлмен те: Уҫӑ алӑк умӗнче Карчӑк тӑра парать-мӗн, Кӑвак ҫӳҫлӗ старике Ӑшӑ сӑмах калать-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Сисмен те, ерипен шуса, Вӑрман ҫине ҫӗн уйӑх тухрӗ: Шуранкӑ ҫутӑ меллӗн юхрӗ, Хӗре илет пек чуп туса: Ӑна вӑл саврӗ, ачашларӗ, Анчах та канӑҫлӑх памарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сисмен ҫӗртен Хусан таврашӗ Илтмен ят илнӗ: кӗпӗрне.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кӗтерне вара ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине тинех тавҫӑрса илчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пӗтӗм тӑлпӑвӗпе малалла туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала арӑмӗ патне пырса ун аллине ярса тытрӗ, унтан леш сисмен ҫӗртенех арӑмне ҫамкаран та, питӗнчен те, пуҫӗнчен та чаплаттарса чуптума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн питҫӑмартисем вут пек пӗҫерсе тӑраҫҫӗ, тарӑхнипе хӑй сисмен ҫӗртенех хыттӑн-хыттӑн утать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех