Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сикрӗ (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Еркиней йӗтӗм хура ута утланчӗ, Йӗнерлесе касмӑкласа тапранчӗ: Карӑнтарчӗ чӗлпӗре, тапӑрларӗ урипе, Тапса сикрӗ ӑйӑрӗ ҫил ҫунатлӑ юрттипе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Янеев хӑй окопне сикрӗ те автоматне хатӗр тытса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Те пуля ан тивтӗр тесе, вӑл пӗр ҫӳллӗ ӳсекен хӑяхсем хушшинелле сикрӗ те, ӑна куҫран ҫухатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӑйне пеме хатӗрленнине сисрӗ те, хӑравҫӑ мулкач пек, тапса сикрӗ, пуля ан тивтӗр тесе, енчен енпе пӑрӑнса чупать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Малтисем каялла пӑхма та ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсем те мотоцикл ҫинчен каска пек йӑвана-йӑвана анчӗҫ, пӗри кӑна тепӗр еннелле сикрӗ те вӑрманалла вӗҫтерчӗ, ӑна та партизансем персе ӳкерме ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хайхи водительпе Федя енчи нимӗҫ автоматчикӗ лӑш! ҫеҫ пуҫсене усрӗҫ, тепӗр енчи автоматчик кюветалла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук хӑвӑрт хывӑнчӗ те шыва сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанах пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗр пычӗ: ун умӗпе е ҫӗр шапи сикрӗ, е пӗр-пӗр вӗҫен кайӑк пӗр сассӑрах ури айӗнчен вӗҫсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук каллех вӑрман ӑшне тапса сикрӗ: поселок енчен машинӑсем кӗрлени илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук аяккалла тапса сикрӗ — ура айӗнче хӑрӑк патак шатӑрт хуҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук тӳрех каялла вӑрман ӑшнелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑчӗ те чалт! сикрӗ ҫӳлелле — лӗпкине ҫавӑнтах мӑкӑль тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Арӑмӗ сумкине илчӗ те вӗлт кӑна тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Ҫу вӗҫӗнче пирӗн килте вӑйлӑ туй сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Давид та сикрӗ, анчах вӑл эрне каяллах пӗвери ӑшӑх ҫыранта ишме вӗреннӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Алӑри стаканне те лартрӗ вӑл, те пӑрахрӗ — такам ҫиллӗн хыҫалтан пырса кутран таҫлаттарнӑ пек як! сирпӗнсе тӑчӗ те, самаях йӗпе ҫапнӑ йӗмне ҫӗкле-ҫӗкле, Урӑлманкинран тепӗр еннелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Акӑ вӑл Атӑла сикрӗ, унтан пирӗн пӑрахут еннелле ыткӑнчӗ, анчах шывӗ кӑкӑрне тӗкӗнсен, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчӑка курсан, вӑрӑ, кӗсьене ухтарма пӑрахса, манӑн чыса та уявсене тӑхӑнакан тӗксӗм кӑвак кӗпене хӑпӑл-хапӑл ярса илчӗ те, хул хушшине хӗстерсе, аяккалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра машина кустӑрми айӗнченех темелле ман палланӑ анчӑк сиксе тухрӗ те тротуар патнелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хура йытӑ вӑйсӑррисем умӗнче ҫеҫ шӑллӑ-шӑртлӑ, чараксӑр пуҫтах иккен: мана хирӗҫлеме хӑймасӑр тӳрех хыҫалалла, унтан урамалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех