Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сикрӗ (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑка хытӑ шакканӑ сасӑ илтӗнсен Васелиса: «Петӗр мар-и», — тесе шарт сикрӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Анчах ҫав самантра лаша хартлатса илсе айккинелле сикрӗ, лава пӑрса лартса чутах тӳнтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Лена трактор ҫинчен ҫумӑр шывне ҫӑтсах ҫитереймен ҫӗр ҫине сикрӗ те тӳрех ахӑлтатса кулакан хӗр ытамне лекрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Иринӑн хӑранипе ҫан-ҫурӑмӗ чӗтреве ерчӗ, вӑл айккинелле сикрӗ, пушмак пуҫне темӗнле пралукпа чӗртерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чипер калаҫса ларакан Ятманов шартах сикрӗ, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.

Захаров хӑйӗн хушаматне татах асӑннипе Раман картах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗтмен хӑнасене курнипе Лишайкин кӑртах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Стасик ӳсӗрпе пакӑлтатнӑ чух чӗлхине ҫыртма хӑнӑхнӑ Тамара ҫакна илтнипе кӑртах сикрӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайнине туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Музыка шкулӗнче пӗрле ӗҫлекен Люба Шушинапа ӑшталанса ҫитсе кӗнӗ Тамара кӑртах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер ҫинелле пӑхса шухӑша кайнӑ Раман картах сикрӗ, сулахаялла тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чалт сикрӗ те Улька Ҫтаппан мӑйӗнчен пӗррех уртӑнчӗ, лешӗн кӑп карӑннӑ хулӑн тутинчен чуптуса пӗтерчӗ, унтан, пуҫне ик аллипе ярса илсе, ҫерем ҫине лаплатса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шартах сикрӗ Ҫтаппан, ҫавна май йывӑҫ тӗртмелли шалҫана та аллинчен ӳкерсе, ним чӗнмесӗр машина патнелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пакша, ҫын хӑтӑрнине ӑнланнӑ пек, тепӗр турат ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман умри пысӑках мар сулӑ ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш таврӑнмарӗ-ши тесе шартах сикрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗслевҫӗ сулӑнса кайрӗ, чутах ӳкетчӗ, аллисемпе питне хупласа йытӑ пек айккинелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле шартах сикрӗ, ывӑннине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн каялла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑвӑрт айккинелле сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле лампа ҫути ҫине мӗлке ӳксен шарт сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сиксе тӑчӗ те кантӑк патнелле тапса сикрӗ, унтан тепӗр чӳрече патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех