Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехете (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр ҫур сехете яхӑн вӑхӑт иртсен, Панчук аслӑ ывӑлне Ҫтаппана, икӗ пуҫанӑшне тата ывӑлӗн юлташӗсене, Йӑкӑнатпа Хивархие, илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫур сехете яхӑн лартӑмӑр-и, ҫук-и — тринн! тринн! янраса кайрӗ пӗр чанӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Таҫта куккук Такамшӑн вӑхӑтне шутларӗ, Пӗлмесӗр хурлӑ сехете.

Куҫарса пулӑш

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапла вӑл пӗр-икӗ сехете яхӑн ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн халӑх ӗҫе сахалтарах тухрӗ, нумайӑшӗсем, кунта пӗр-икӗ сехете ҫеҫ килнӗскерсем, ытти ӗҫсене саланчӗҫ, ҫапах та ӗҫ ирхи кӳлӗмри пекех вӗресе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫур сехете яхӑн вӑл нимле айӑп та тупаймарӗ, бензин каймасть пулӗ тесе клапансене тасата-тасата, вӗҫӗмсӗр малти тыткӑҫа ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та, ҫур сехете яхӑн калаҫрӗ пулин те, вӑл каниччен трактор вырӑнтан хускалмарӗ, Карачӑм бригадир кайсан ӗҫлеме тытӑнассине те нимпе те палӑртмарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫапла пӗр сассине хӑпартмасӑр сехете яхӑн каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пурте ӗҫе тытӑннӑран малтан ҫынсем ытлашши калаҫсах каймарӗҫ, ялан шапӑлтатма, чӗлхе вылятма юратакан Кӑтра Михала та пӗр сехете яхӑн нимӗн те чӗнмерӗ, кӑшт хӗрсе ҫитсен вара ҫынсем пӗр-пӗринпе ытлӑрах хутшӑнакан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Старик председатель сӗтелӗ ҫинчи сехете пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Майӑн 7-мӗшӗнче пире пысӑк вӗренӳ программи кӗтрӗ, вӑл 12 сехете яхӑн тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Париж мэрийӗ Эйфель башнине ҫутатмалли сехете кӗскетмелли план хатӗрленӗ.

Мария Парижа разработала план по сокращению часов подсветки Эйфелевой башни.

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32878.html

Анчах Егоров асӑрхаттарни тӗлех пулчӗ — ман сехете тахӑш вӑхӑтра кӗсьеҫӗсем кӑларса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вунӑ сехете пыма хушнӑ пулсан — утмалла, — терӗ вара.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иван Яковлевич патӗнче икӗ сехете яхӑн калаҫса ларни (тӗрӗсрех каласан — ӑна итлесе ларни) Эльгеевшӑн юмахри чӑваш халӑхӗн улӑпӗпе тӗл пулнӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Павел Николаевич, эсир тӑххӑрта килме каланӑччӗ — халӗ тӑххӑр ҫурӑ, — астутарчӗ Городецкая, кӑкар ҫумӗнчи сехете уҫса кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Крыльца умӗнче ҫур сехете яхӑн ӗнтӗ хӑлтӑр-халтӑр ҫӑмӑл автомобиль кӗтсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Стена ҫумӗнчи сехете вӑл Хусана тухса кайнӑранпа никам та ҫӳретмен иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗветӗрпе Коля сехет валли ятарласа тунӑ ещӗке алӑк патӗнчен тӗпелелле куҫараҫҫӗ, вара Михала илемлӗ янраса ҫапакан сехете стена ҫумне пӑта ҫапса ҫакать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр сехете яхӑн кӗтме тиврӗ.

Мне пришлось ждать почти час.

XXIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех