Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенӗкпе (тĕпĕ: сенӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сантӑркка капан тӑрринчен сенӗкпе кӗлте ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑмӗ комбайн умӗнчи тырра сенӗкпе хӑпартса пынӑ, упӑшки ун хыҫҫӑн комбайн тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Сенӗкпе хӑмӑл хӑпартасси кашни ҫул пулмӗ, анчах этем йыш ӗҫне вӑй-хал ҫитнӗ таран хутшӑнас туртӑм нихӑҫан та пӗтмӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Е эсӗ сенӗкпе хӑмӑла тӗрткелесе ҫӳремесен тырӑ вырӑнмӗ-и?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— НТР вӑхӑтӗнче хаҫата сенӗкпе ӗҫлекенсен ӳкерчӗкне сӗнетӗн-и, темӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Мӗнле шутлатӑн, сенӗкпе хӑмӑл хӑпартса пынине кӑтартакан ӳкерчӗке ответлӑ секретарь йышӑнӗ-ши? — ыйтать вӑл манран.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аннепе йӑмӑк, ав, сенӗкпе хӑпартса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Каҫалӑк хӗррипе комбайн чарӑна-чарӑна шӑвать, унран чылай маларах икӗ хӗрарӑм хӑмӑла сенӗкпе хӑпартса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл, шурӑ кӗпине шӑлавар ҫинчен кӑларса янӑскер, капан тӑрринче улӑп пек мӑнаҫлӑн тӑрать, аялтан йӑтса паракан утӑ ҫӗклемӗсене аллинче вӑльт-вӑльт вылякан кӗске авӑрлӑ сенӗкпе майлаштара-майлаштара хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сенӗкпе чикӗр!

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вӑл шыв ҫине сенӗкпе ҫырнӑпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑнах та, тӑватӑ ураллӑ кашкӑра Хрестукпа иккӗшӗ сенӗкпе чиксе вӗлерме пултарчӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑксем ваттисене ҫыхма кӗнӗ казаксене хӑшне-пӗрне ҫапа-ҫапа ывӑтрӗҫ, хӑшне-пӗрне сенӗкпе чиксе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен пӑтӑрмахӗ урӑхларах: ик эрне каялла чӑваш ялӗнче ясак пуҫтаракан икӗ ҫынна, Иван Скуратовпа Мисюра Лихорева, сенӗкпе чиксе пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Санӑн ытлашши ҫӗрне касма пырсан пирӗн ҫынсене тӳрех сенӗкпе чикетӗн пуль?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тиекне вара сенӗкпе чикнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗҫ-пӑшал ҫитменнипе чулсемпе те пенӗ, сенӗкпе те чикнӗ, пуртӑпа та каснӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗс-пӑшал пурри хӗҫ-пӑшалпа, хӗҫ-пӑшал ҫукки чулпа та ахаль тимӗр таткипе, пуртӑпа та сенӗкпе, чукмарпа та кӳсекпе ҫапӑҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех