Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав тери хавас вӑл пиччӗшне курнипе, ӑна вӑл герой тесе шутлать, ҫавӑнпа ун ҫине хисеплесе, савӑнса пӑхать, анчах хӑш-пӗр енӗпе илсен, уйрӑммӑнах светри образовани тӗлӗшпе илсен, тӗрӗссипе каласан, ун пек образовани ун хӑйӗн те пулман, пиччӗшне вӑл хӑйӗнчен кайра тӑракан ҫын вырӑнне хурать, пиччӗшӗ французла калаҫма пултарсах кайманни, чаплӑ обществӑра хӑйне хӑй тыткалама, ташлама т. ыт. пӗлсех кайманни ӑна кӑштах вӑтантарать, ҫавӑнпа вӑл ун ҫине ҫӳлтен пӑхать, май пулсан, ку тӗлӗшпе ӑна вӗрентме ӗмӗтленет.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӑватӑ офицер: Михайлов паллакан Калугин адъютант, Гальцин князь адъютант, ку вара Калугиншӑн хӑйшӗн те кӑштах аристократ, Нефердов подполковник, ку ӗнтӗ светри ҫынсенчен пӗри, вӑл отставкӑна тухнӑ, хӑйӗн патриотизмла шухӑш-кӑмӑл пуррине кура, е чысшӑн ҫуннипе, пуринчен ытла пурте ҫапла тунине кура 122-ӗн тан службӑна таврӑннӑ ҫынсенчен пӗри; хӑй вӑл Мускаври клубсем тӑрӑх ҫӳрекен ватӑ хусах пулнӑ, кунта килсен вӑл кӑмӑлсӑррисен партийӗпе пӗрлешсе кайнӑ, нимӗн те туман, нимӗн те ӑнланман вӗсем, начальство распоряженийӗсене тиркесе кӑна пурӑннӑ, тепри Праскухин ротмистр, ку та 122 геройран пӗри.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Светри хӗвӗшӳ ӑна кӑшт ҫеҫ сӗртӗнчӗ, вӑл вара, унти мӗнле те пулин йывӑр, ют япаласене манас тесе, каллех хӑй кӗтесне васкарӗ, каллех килти пурнӑҫӑн вак-тӗвек чӑрмавӗсемпе аппаланчӗ, кунӗ-кунӗпе ачасен пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, ачасемшӗн амӑшӗ те, няня та пулчӗ е Андрейпе пӗрле тимлесе вуларӗ, «ӑслӑ тата кичем» япаласем ҫинчен калаҫрӗ, иккӗшӗ поэтсене вуларӗҫ, Италие каясси ҫинчен калаҫкаларӗҫ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах юрлани, ачашшӑн пӑшӑлтатни, унтан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫынлӑ князь ҫурчӗ, кайран университет, кӗнекесем, светри пурнӑҫ — ҫаксем йӑлтах Андрея ашшӗ кӑтартса панӑ тӳрӗ ҫул-йӗртен пӑрса янӑ; вырӑс пурнӑҫӗ илӗртӳллӗ курӑннӑ, ҫавӑнпа леш тӗссӗр ҫыруран яр уҫӑ, анлӑ картина пулса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене).
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1