Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

саттин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шурӑ ҫӑм атӑпа, хӗрлӗ саттин кӗпепе, хура пустав халатне (ӑна кунтисем «йӗлен» теҫҫӗ) йӳле янӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Тӗттӗм кӑвак саттин пулас?

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрлӗ саттин кӗпи ҫаннине тавӑрнӑ, икӗ аллине пилӗкӗнчен тытнӑ, хӗсӗкрех хура куҫӗпе ҫивӗччӗн пӑхкалать.

Куҫарса пулӑш

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑвак саттин кӗпепе.

Форменное платье из сатина.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.

Она приоделась к его приезду; сатиновая голубая кофточка, с узким кружевным в кисти рукавом, облегала ее ладный стан, бугрилась на мягкой большой груди; синяя юбка, с расшитым морщиненым подолом, внизу была широка, вверху — в обхват.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ.

Может быть, все и обошлось бы чинно-мирно, но шутливый выкрик Ефима послужил как бы сигналом к разрядке напряженности, и дело приняло совсем неожиданный для Ефима оборот: с хохотом и визгом женщины стащили его с парты, чья-то смуглая рука зажала в кулаке каштановую бороду Ефима, и звучно затрещала на нем по всем швам и помимо швов новая сатиновая рубаха.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех