Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ.Но я знал, что вижу другое на сцене, потому что на всё смотрел другими глазами, чем ты.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Хальхинче санӑнни пекех пултӑр эппин.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
9. Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн; 10. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ каланӑ: пыратӑп; эсӗ мӗнле — эпӗ те ҫаплах; санӑн халӑху епле — манӑн халӑх та ҫаплах; санӑн урхамахусем мӗнле — манӑн урхамахсем те санӑнни пекех, тенӗ.Он сказал: пойду; как ты, так и я, как твой народ, так и мой народ; как твои кони, так и мои кони.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. [Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.